Аургазă хыпарçи
-1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
30 Кӑрлач 2020, 15:20

Николай Леонтьев. Çуралнă çĕршывăма

Николай Леонтьев поэт çуралнăранпа паян 81 çул.

Николай Леонтьевич Леонтьев (1939-2002) - журналист, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура работникĕ, Фатих Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чăваш республикинчи Канаш районĕнчи Пратьякас-Енĕш ялĕнче çуралнă.
1975 çултан вара Стерлитамак районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ, яваплă секретарьтен пуçласа редактор заместителĕ таран „ÿснĕ”. Унăн хайлавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă, хăй те çав чĕлхесенчен чылай хайлав куçарнă. „Шуратăл” литература пĕрлешĕвĕ йĕркелесен, вăл унăн яваплă секретарĕ пулса вăй хунă.
Çуралнă çĕршывăма
Вăрăм ту хыçĕнчен
Кĕмĕл уйăх тухса
Тĕттĕме вăрттăн-вăрттăн сирет...
Тусăмсем, тантăшсем, вĕçен кайăк пулса
Çитсе курăттăм кĕçĕр сире.
Кăнтăрла е çĕрле,
Е тин шуçăм килет,
Е хĕвел ăнтăлать анăçа –
Тăван ял, тăван хир,
Эп сире асилеп,
Çухататăп вара канăçа.
Сăрт-тусем, уй-хирсем,
Вăрмансем, юханшыв...
Пурăнмашкăн кунта та аван.
Пурпĕрех, пурпĕрех,
Хам çуралнă çĕршыв,
Магнит евĕр туртатăн мана.
Читайте нас: