Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
29 Кӑрлач 2020, 17:00

Куççуллĕ çăкăр

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Кантур çыннисем виççĕшĕ те пĕр тăрук килсе кĕчĕç.
- Председатель хăшĕ пулать сиртен? - тинех карттусне хывса ыйтрĕ вăрăм вырăс.
- Эпĕ, - терĕ Петрей пичче, хĕстернĕ çĕртен вĕçерĕнсе тухнă çăпата кантри вĕçне вырăнне майлаштарса.
- Апла ман сирĕнпе калаçмалла пуль.
- Мĕн пирки? Ларсах калаçар апла пулсан, - стена çумĕнчи вăрăм тенкел çине кăтартрĕ председатель.
- Эп хам - тимĕрçĕ. Сирĕн колхозра тимĕрçĕ кирлĕ тенине илтнĕччĕ. Районта калаçрĕç. Пулăшма пултаратăп.
- Кирлĕ тимĕрçĕ, питĕ кирлĕ! - çуталнă пек пулса кайрĕ колхоз пуçлăхĕ, - ак вырмана тухма вăхăт уйăхран та сахалрах юлчĕ, пирĕн хатĕрлĕх çук. Тăватă лабогрейкăран пĕри те юрăхлă мар. Лаша кĕреплисене, веялкăсене пăхмалла, тÿрлетмелле. Веялкăсене хума аласем те çук пулас-ха... Давай, кăмăлу пулсан, паянтан тытăн. Выçса вилме памăпăр, уйăхне пĕрер пăт та пулин çăнăх тупăпăр. Укçан тупаймастпăр...
- Манăн çемье те пур.
- Ăçта?
- Район центрĕнче.
- Миçен?
- Арăмпа çакăн пек ывăл, - Ваçук çине кăтартрĕ тимĕрçĕ.
- Паянах куçарса килĕпĕр, - тем тума та хатĕр колхоз пуçлăхĕ.
- Чим-ха, Петрей пичче, эс пит ан васка-ха. Малтан лайăхрах ыйтса пĕлер: кам? ăçтан? Пĕркун хамăра асăрхаттарса хăварнине мантăн-им? - хĕрсе пыракан председателе чăвашла каласа лăплантарасшăн пулчĕ счетовод.
- Апла пулсан, малтан хăвăрпа тĕплĕнрех паллаштарăр-ха пире, - майĕпенрех калаçма тытăнчĕ Петрей пичче. - Кам эсĕ? Ăçтан?
- Украинăран эп. Вăрçăччен ялхуçалăх машинисем туса кăларакан заводра тимĕрçĕ пулса ĕçленĕ, - майĕпен сăрăхтарчĕ лешĕ.
- Чим-ха, ара заводра та пулать-им вăл тимĕрçĕ? - тем иккĕленнĕ пек пулчĕ Петрей пичче.
- Как-же, кашни заводрах пур тимĕрçĕ цехĕ. Тимĕрçĕ вăл - чи авалхи професси! - хăйĕн ĕçĕпе мухтанас килнине те палăртрĕ тимĕр-тăмăр ăсти. - Заводпа пĕрле пире те, унта ĕçлекенсене, хĕвелтухăçнелле куçарма тытăнчĕç. Эвакуаци ĕнтĕ. Çул çинче эшелона тăшман самолечĕсем аркатрĕç. Тăххăрти хĕрĕмĕн кевтине те тупаймарăмăр, - алă тÿрчĕпе куçĕсене перĕнчĕ тимĕрçĕ. - Хам контузи пулнă. Пит-куçа куратăр пуль. Çур çул енне госпитальте сывалтăм. Вара вăрçăран аяккарах тарас терĕм. Урал тăрăхне килсе тухрăм...
- Хăвăр завода шыраса пăхма шутламан-им? - калаçăва хутшăнчĕ счетовод.
- Ăçта вăл завод? Каларăм-çке пĕтĕм оборудование çул çинче эшелонĕпех сирпĕтрĕç тесе. Завод пирĕн шăпах кунталла, Урала куçмаллаччĕ. Çук ентĕ тек завод... Э, тимĕр ĕçĕпе ман чи пысăк разряд.
- Документсем пур-и? - тимĕрçĕ сăмахĕсене ĕненсех пĕтересшĕн пулмарĕ Филип Васильевич.
Тимĕрçĕ шалти кĕсьинчен çиппе хĕреслетсе çыхнă хут туртса кăларчĕ, председателе тăсса пачĕ, анчах лешĕ тĕркене салатса та тăмарĕ - счетовод сĕтелĕ çине пырса хучĕ.
- Сан куç витĕртерех, эсĕ пăх атя, - тенĕ пулчĕ хăй.
Пĕлет-ха Ваçук: Петрей пичче шкулта вуçех вĕренмен, ликбез текен кружока çÿресе кăна саспаллисем паллакан, алă пусма пĕлекен пулнă. "Чулпа пуснине самаях вулап эп" тенине те илтнĕ.
Филип Васильевич хутсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе вулама пуçларĕ, пуринпе те паллашнă хыççăн каллех çиппе хĕреслетсе çыхрĕ, вара, хут тĕркине хăйĕн тимĕр арчине пăрахса, тинех тем аса илнĕн лахлатса кулса ячĕ. Хытă кулать вăл çапла, çăвар тулли янратса кулать.
- Ну и фамилия же у тебя, - кулма чарăнмасăрах тимĕрçĕ еннелле ÿпĕнчĕ счетовод, - Безденежный Михаил!
Лешĕ шарламарĕ, хулĕсене кăна хускаткаларĕ.
- А что, денег в самом деле нету что ли? - кулма чарăнаймасть Филип Васильевич.
- Ни копейки, - тавăрчĕ лешĕ.
- И у меня нету. Все мы безденежные, - аранах лăпланчĕ Филип Васильевич. - Документсемпе все в порядке. Манра пулаççĕ. Ан хăра: çухалмĕç. Ман арча шанчăклă.
- Выртчăрах, - аллипе сулчĕ тимĕрçĕ. - Халь вĕсем мана пурпĕрех кирлĕ мар. Ак хамăр çĕршыва таврăннă чухне кирлĕ пулĕç. Нимĕçсене унтан хăвалама пуçланă ĕнтĕ. Кĕтмелли вăрах юлмарĕ.
- Сана хваттер те кирлĕ пулать ĕнтĕ, - тимĕрçĕ енне çаврăнчĕ Петрей пичче.
- Уйрăм çурт пулсан аванччĕ, - хăй шухăшне çавăнтах пĕлтерчĕ лешĕ. - Тепĕр чух эп килте те ĕçлеме хăнăхнă. Ял çыннисене те пулăшас пулать. Çĕвĕ çĕлемелли, сĕт уйăрттармалли машинăсене, сехет таврашне юсаса аппаланатăп, витре тĕплеме, тимĕрĕ пулсан, çĕнĕрен тума та пултаратăп, - хăй ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ тимĕрçĕ. - Ку сехет сирĕн ĕçлемест-им? - стена çумĕнчи хăй паçăрах куç хывнă сехет çине тĕллесе кăтартрĕ вăл.
- Вăрçă тухсанах чарăннă та вăхăт шутлама пăрахнă. Вилнĕ темелле, - шÿтлерех хуравларĕ Петрей пичче.
- Чĕртетпĕр эпир ăна, - ура çине тăчĕ тимĕрçĕ, - ним мар чĕртетпĕр, - терĕ те тепĕр хут, пăлтăра тухса, самаях йывăр сумка пек япала йăтса кĕчĕ, унтан отверткăсем, пĕчĕк мăлатук, хĕскĕч тата тем-тем кăларса хучĕ, сехете стена çумĕнчен вĕçертсе илчĕ. Питĕ пăравур хăтланать хăй. Кантуртисем ун алли çинчен куç илмеççĕ. Ĕмĕр тăршшĕ сехет юсаса пурăннă çын пекех хăтланать тимĕрçĕ: унтан вĕçертет, кунтан лектерет, хытарать, çемçетет, вĕрет, шăлкаланçи тăвать. Юлашкинчен сумкинчен çу савăчĕ илчĕ, унта та кунта çу тумлатрĕ. Вара сехете хăй вырăнне çакрĕ, пралук вĕçĕнчи тенкине пĕр пÿрнипе хуллен перĕнчĕ. Кайрĕ сехет! Тик-так! тик-так! тик-так! Пĕр тикĕс шаккать.
Тимĕрçĕ пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ çынсем, сехет çине пăхса, пĕр самант шăпах тăчĕç. Шаккать сехет: тик-так! тик-так!..
- Слушай, Укçасăр Михала, - тимĕрçе аллипех перĕнче Петрей пичче, - ĕне ферминче пирĕн сĕт уйăрттармалли машина пур, çиппаратор. Ĕçлеттерейместпĕр. Хăйми вырăнне те сĕт юхать. Барабанне пăхмалла-ши çавăнне, те урăх япалине? Халь ак сĕте ирĕксĕрех леçме тивет. Ку пирĕншĕн усăллă мар, ма тесен лерен хăш чухне парса яраççĕ уйăрнă сĕтне, хăш чухне - çук та. Парсан та пилĕк фляг вырăнне 1-2 кăна параççĕ. Çамрăк пăрусене сĕт кирлĕ. Сысна çурисем те пур. Сурăх сĕтне те çаплипех леçме тивет. Пулăшаймăн-и?
- Паянах, - пĕр сăмахпа тавăрчĕ лешĕ.
- Хваттер тупатпăр, - шанчăклăн пĕлтерчĕ савăннă пек пулнă председатель. Вара, счетовод енне çаврăнса, чăвашла çапла хушса хучĕ:
- Çак йывăр вăхăтра пире ку çынна Турă хăй ярса пачĕ пуль. Тавтапуç ăна уншăн.
Тимĕрçĕ çемйине куçарса килме Хрула хушрĕç. Хăй, фермăри сепаратора тÿрлетмелле тесе, пымарĕ. "Илмелли тиемелле темех çук унта, иккĕшне ларт та кил", - терĕ вăл кантура пынă лавçа, арăмĕн адресне пĕлтерсе. Çуртне шыраса тупасси унта-кунта чылай çÿрекеленĕ ачашăн йывăрах пулмарĕ. Хăй те пĕрре мар пулнă çав пасара хирĕç ларакан пÿртре. Пĕртен-пĕр чăматан, чĕркесе çыхнă вырăн таврашĕ тата ăпăр-тăпăр тултарнă пĕр михĕ илсе тухрĕ тимĕрçĕ арăмĕ. Çак çамрăк майра пĕрре те ун арăмĕ пулнине ĕненес килмерĕ Хрулăн. Хĕрĕ тенĕ пулсан татахчĕ. Çап-çаврака та хĕрлĕ питлĕ хăй. Куçĕсем шупка симĕсрех иккенне те асăрхарĕ чăваш ачи. Тирпейлĕ тумланнă. Ялти хĕр-хĕрарăм пек пир кĕпе çакман çине. Пĕтĕмпех хысна таварĕнчен çĕлени. Ахаль çитсă та мар пулмалла. Симĕс кĕпи çиçсе-йăлтăртатса тăрать. Аллине тытнă пиншакĕ те лавкаран илни. Уринче - атă. Сарă çÿçĕ кăтра. Ял çыннисем пек ырхан мар ку хĕрарăм, тăç-тăç кевте-кĕлеткеллĕ. Ывăлĕ те патвар. "Кусем пирĕн пек крахмал та курăк шÿрпи çимен", - шутларĕ ача. Халĕ те ывăлĕн çăварĕнче темскер пур чăмламалли. Ăна вăхăт-вăхăт чĕлхипе çуллать, ĕмсе илет, вырăнтан-вырăна куçарать. Пĕрре пĕр енчи пит çăмартийĕ хăпарса каять, тепре - тепĕр енчи. Канихвет ĕмсе пырать пулмалла.
- Ваш мальчик? - ача çине кăтартса ыйтрĕ Хрул.
- Наш, - пĕр сăмахлă пулчĕ хурав.
- Имя как... как звать?
- Самсон.
- Какой год? Я четырнадцать лет. Самсон сколько лет?
- Одиннадцать.
- Какой класс?
- Третий, - питĕ кĕскен тавăрать майра.
Хрулăн вара пĕтĕмпех пĕлес килет. Ара, яла мĕнлерех этемсем илсе пынине пĕлмелле-çке ун. Унсăрăн мĕнле лавçă пултăр? Малалла вăл ялта шкул пурри, унта тăватă класс таран тата чăвашла вĕрентни çинчен хыпарлать.
- Чувашски знает Самсон?
- Нет.
- Школу не возьмут. Там по-чувашски учат, - вырăсла калаçма май килнĕшĕн хĕпĕртерĕ ача. Ара, çак лав çинче вăл хуçа-çке, мĕн калаçсан та юрать ăна. Пит калаçассу килмест-тĕк - антарнă хăварнă. Тăрăн уй варринче уй тăмани пек. Вунтăваттă анчахрах пуснă пулин те хулара та темиçе пулнă, элеватора тырă та леçнĕ, поезд çине те ларса курнă Хрул. Вăл ялти ытти ачасенчен витĕртерех, тавраçуллăрах пулнине пурте пĕлеççĕ. "Шулĕк эсĕ" тенине те илтмен мар. Тĕрĕссипе, нимĕнле жулик те, хулиган та мар, пурнăç юхăмĕнче хăй çулĕпе пырать. Кирлех пулсан, юхăма хирĕç ишме те вăй çитерес пек. Вăл çавăн пек ача пулни сăнĕнченех паллă: çÿхе тутисене яланах тăп-тăп тытать, хăмăр куçĕпе çынна тĕсесе, вăл хăй ăшĕнче çак самантра мĕн шутланине пĕлесшĕн пулнă пек шăтарасла пăхать, калаçнă чух сăмаха уççăн та татса калать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ çÿçне "подполька" кастарать. Çÿçне ăна Ваçук касса ярать-ха. Хаччине тура çине хурса кассан та сурăх çăмне илсе янă пекех картлă-картлă килсе тухать Ваçукăн. Хрул çакăншăн кÿренмест. Мĕн тарăхмалли пур? Эрне-вунă кунранах тикĕсленет-çке. Хрул хăй те Ваçукăн çÿçне унран лайăхрах касса-илсе яраймасть. Пĕр-пĕрин ĕçĕпе кăмăллă вĕсем. Пурăнма вара Хрул пĕр-пĕччен пурăнать. Амăшĕ вăл саккăрта чухне вилнĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕ тепре авланнăччĕ. Хăйĕнчен вунпилĕк çул çамрăк хĕрарăм тупса килчĕ таçтан вăрман енчен. Анчах çĕнĕ арăмăн хир енче пурăнма кăмăл пулмарĕ курăнать. "Тислĕк ашса та кисек çапса кукăрăлас килмест ман, вучаха улăмпа хытхура хурса ларса та суккăрланас шухăшăм çук. Эп тĕр-тĕр шаршан вуттине хăнăхнă", - терĕ те пăрахса кайрĕ. Ашшĕ те, утмăлти старик, унран юлмарĕ. Виçĕ тетĕшĕ вăрçăра. Асли, Варсун ятли, халĕ госпитальтен çырать. Вăталăх пиччĕшĕ 1942 çул вĕçĕнче Ленинград патĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ. Виличчен кăшт маларах хăйне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пани çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Кĕçĕннинчен, Санька тетĕшĕнчен, çыру килкелет-ха сайра-хутра. "Иккĕшĕнчен пĕри пулсан та сывă таврăнĕç-ха, çурта пурпĕрех унччен хупмастăп", - тесе шăлне çыртса тăрăшать Хрул. Анкартине, çуррине кăна пулсан та, çĕрулми лартать.
(Малалли пулать).
Читайте нас: