Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
24 Кӑрлач 2020, 17:20

КУÇÇУЛЛĔ ÇĂКĂР

Александр САВЕЛЬЕВ-САСăн вăрçă çинчен çырнă повеçĕ. Малалли (Пуçламăшĕ - январĕн 22-мĕшĕнче).

Çаксем виççĕшĕ пулаççĕ те ĕнтĕ Ваçукăн пуçлăхĕсем. Ун вĕсем каланине, хушнине итлемелле, тумалла. Ваçук амăшĕ, Елюк инке, кантур çуртне пăхать. Стурăш теççĕ-ха ăна. Кантур ăш-чикне тирпейлемелле, хĕлле хутса ăшăтмалла. Урайне эрнере пĕрре çусан та юрать. Ытти кунсенче тимĕр кĕреçепе хырса шăлни те çителĕклĕ. Ку темех мар. Кама та пулин кантура чĕнмелле пулсан та стурăшăн чупмалла. Тепĕр чух кунĕпех çын чĕнмелле пулать. Уйрăмах заем çырăнтарнă, тĕрлĕрен тÿлев пухнă вăхăтра йывăр. Çĕр хута чуптарни те пулнă. "Çавна чĕнсе кил, ăна тупса кил!" - хăвалаççĕ та хăвалаççĕ ял Советĕнчен е районтанах килнĕ пуçлăхсемпе тĕрлĕрен уполномоченнăйсем. Хăйсем патне кантур йыхравçи пынине курсанах теприсем юриех тарса пытанаççĕ. Тупса пĕтер вĕсене! Кунсăр пуçне, стурăш пулнă çыннăн правлени лашине пăхмалла, пуçлăхсене валли кÿлсе памалла, тăвармалла, апатламалла, шăвармалла. Ку кăна та мар. Ялта телефон çук, çавăнпа та ака тата вырма вăхăтĕнче колхозра мĕн чухлĕ ĕç туни çинчен икĕ çухрăмри вырăс ялне куллен сводка леçмелле. Унта телефон пур. Леçсе панă сводкăна района çитереççĕ. Сводка текеннине ытти вăхăтра пилĕк е вунă кунра пĕрре леçтернипе те çырлахаççĕ. Ĕç нумай. Амăшĕ пĕччен ĕлкĕреймест. Çавăнпа та кантурта ытларах Ваçук пулать. Лаша та туртать ăна кантура. Пĕлет ача: халĕ "правленски" текен лаша колхоза кĕриччен Ваçуксен пулнă. Хура тур лаша. Чикан ятлă. Лайăх пулнăран суйласа илнĕ ăна колхоз пуçлăхĕсем кантур валли. Шел, ватăлать Чикан. Ашшĕ каланă тăрăх, вунвиçĕ çулта вăл халь. Урапара та парăшмасть хăй, утлансан та бригадăсенчи ăйăрсенчен юлмасть. Сводка леçме ача яланах Чикана утланса çÿрет. Çак ĕç уйрăмах килĕшет. Ял вĕçне тухсанах тырă пусси пуçланать. Пĕлтĕр унта ырашчĕ-ха. Ансăр урапа çулĕн икĕ енĕпе те пĕкĕ çÿлĕш ыраш кашланине ас тăвать ача. Ырăччĕ çак тăвăр çулпа ыткăнса пыма. Пиçсе çитекен тырă савăнтарать, кĕçех салма яшки, тен, ăшă çăкăр та çисе пăхас вăхăт çывхарни хавхалантарать. Ыткăнса пыракан ача пуçĕнче хăй тĕллĕн тенĕ пек сăвă-такмак йĕрки çуралать:
Эх, пыратăп сиккипе
Ыраш пусси хушшипе.
Тÿпере çунать "вучах",
Кĕмĕлленнĕ пур пучах...
Питĕ ырă-çке ирпе уçă кантăк умĕнче урамалла пăхса ларма. Ĕç хушакан çук. Урам та пуш-пушах халь. Тулли витре йăтнă темиçе хĕрарăм иртрĕç-ха. Ваçук пĕлет: вĕсем сĕт уйăрттарма васкаççĕ. Сĕт уйăрмалли машина кашни урамра тенĕ пекех пĕрре е иккĕ кăна. Ирсерен çавăнта васкаççĕ хăрах аллине витре, тепĕрне хăйма чĕресĕ тытнă инкесем. Ваçук амăшĕ кĕтÿ хăваланă хыççăнах иртрĕ Анаткассалла. Унта çÿрет вăл. Кăçалчченех Ваçуксем патĕнче 5-6 кил пĕрле вăрçăчченех туяннă çиппарат ларатчĕ, анчах халь ĕçлемест, ваннă. Йĕки кукăрăлнă тет-и. Амăшĕ ирпе кантура килсе те кураймасть. Амăшĕ хушнисене тахçанах тунă ĕнтĕ ывăлĕ. Ара, çиппарат патĕнче 10-12 çын та пухăнса каять. Черет. Кашнинех васкамалла. Колхоз ĕçне кайиччен кил-çуртри ĕçсене тирпейлеме ĕлкĕрмелле.
Акă тата иккĕн иртеççĕ урампа. Ваçук вĕсене çийĕнчех палласа илчĕ: икĕ Санька. Хушамачĕсем те иккĕшин те пĕр пек: Иванов. Ашшĕ ячĕсем çеç урăхла. Пĕрин - Андреевич, теприн - Петрович. Ĕçре те, вăйăра та пĕрле вĕсем. Иккĕшĕ те шурă кĕпе тăхăннă, урисене çĕнĕ çăпата сырнă. Ара, вĕсен паян комисси иртме каймалла-çке. Ваçук комиссине чĕнекен хута та хăй леçсе панăччĕ. Вĕсене те вăрçа илсе кайсан, колхозра лашапа сухалакан та, лабогрейкăпа тырă выракан та юлмасть арçынсенчен. Петрей пичче те çаплах каланăччĕ икĕ Санькана района чĕнтерни çинчен пĕлсен. Питĕ туслă, килĕштерсе ĕçлетчĕç вăя кĕрсе каччă çулне ура пуснă çамрăксем. Ваçук вĕсем суха тунине те курнă. Çук, плуг хыççăн сĕтĕрĕнсе çÿремеççĕ Санька пиччесем. Пĕри каçалăкăн пĕр пуçĕнче, тепри тепĕр вĕçĕнче лараççĕ. Лашисем ана вĕçне тухсан, вĕсене çавăраççĕ, акапуç тимĕрне карлавпа тасатаççĕ те, лашасене пăраснана кĕртсе, плуга лартса яраççĕ. Ака пуçне çав тери пĕлсе те ăста кĕйленĕ: мĕнле лартса янă, анан тепĕр пуçне çитиччен çапла пырать. Лашисене те хăнăхтарса çитернĕ. Палăртнă чухлĕ çаврăм тусан, кантараççĕ, курăк çине яраççĕ. Энтрисен Саньки ака пирки пĕр такмак шухăшласа кăларнине те илтнĕ-ха Ваçук. Ыттисем те час-часах такмаклаççĕ ăна:
Хĕвел хĕртсе пăхнă чух
Сысса парам акуна.
Нимĕн те çук çимелли -
Эсир пиртен кулман-и?
Тепринче тата вăлах кантура Вихтĕр тете патне пычĕ.
- Ме-ха, редактор юлташ, çакна хăвăн хаçатăнта çапса кăлар. Тен, Петр Григорьевич вуласа пăхĕ, - терĕ вăл учетчика, лÿчĕркенсе пĕтнĕ хут татки тыттарса. Çырса кăларчĕ Вихтĕр тете:
Турттаратăп тип утă,
Хам та, лаша та тутă.
"Петре-ей! - кăшкăрать хурман, -
Эп хальччен тикĕт курман!".
Стена хаçачĕ тухнă кунах Петрей пиччен куçĕ тĕлне пулчĕ хайхи такмак. Учетчик ăна хăй вуласа пачĕ. Кам çырни çинчен ыйтса тăмарĕ председатель, хуллен кăна: "Кирлĕ ĕнтĕ, тикĕчĕ те кирлĕ", - тесе хучĕ. Халĕ ак çав сăвва çыракан Санька тетен те салтака каймалла. Ялта пĕр-пĕринчен уйрăлма пĕлмен икĕ туса Ваçукăн салтакра та пĕрлех пултарас килет. Ĕçре килĕштернĕ пулсан, вăрçăра та иккĕшĕ тăшмана нумайрах пĕтерме пултарассăн туйăнать. Тепĕр чухне хăйĕн пек шĕвĕрккесемпе пĕрле çак уйрăлми туссенчен витлесе кулнине аса илет те ăна темле аван мар пулса каять. Вăл кăна мар, ыттисем те витленĕ ĕнтĕ:
Икĕ Санька тус пулнă,
Упа кутне чуптунă! -
урам янратсах кăшкăратчĕç çав.
- Ăçта-ха вĕлтĕрен?! - ун-кун пăхкаланçи пулать Энтри тетесен Саньки, - хасăр пурсăрăн кутăрсене те вĕлтренрен чуптутарап!
Вĕтĕр-шакăр, урайне сапнă пăрçа пек, сиккелесе саланать. Халĕ ĕнтĕ çав тетесен те вăрçа каймалла. Çулĕсем çитнĕ пулсан, илеççех вĕсене. Иккĕшĕ те тĕреклĕ, сывлăхлă. Ваçуксен вăрçа килтен никам та кайман. Ашшĕ пĕрремĕш тĕнче вăрçинченех аманса таврăннă. Халĕ колхоз выльăхĕсене кĕтет. Ферма кĕтĕвĕ пысăк мар, 20 ытларах ĕне те 50-60 пуç сурăх, 10-15 качака унта. Тата пĕр пы-ы-ысăк вăкăр пур иккен. Сурăхĕсем ытларах пулмалла, пысăкраххисене суйласа уйăрнă, расна кĕтеççĕ. Вĕсене те сăваççĕ иккен. Сĕтĕнчен брынза тăваççĕ тет-и. Чăкăт пек япала ĕнтĕ. Салтаксем валли теççĕ. Халь пурте салтаксем валли çав, фронт валли.
Ваçукăн аппăшне мобилизаципе Челябинска ăсатнă. Танксем тунă çĕрте ĕçлет пулмалла. Вунулттăри Пичча ятлă пиччĕшне таçта торф кăларма янă. Ун хыççăнхине, Иван ятлине, ФЗО шкулне ăсатнăччĕ, вăл унтан тарса таврăнчĕ. Икĕ хут та. Халь çавăншăн тĕрмене хупнă. "Луччă салтакра пулсанччĕ Иван пичче, - шутлать тепĕр чух Ваçук, - анчах салтака илме çулĕ çитмен"...
Тук-тук-тук! - алăка тул енчен шаккани илтĕнче кĕтмен çĕртен. "Мĕнле çын ку, алăк шаккасах кĕрекенскер?" - вĕлтлетсе илчĕ ача пуçĕнче.
- Кĕр! Кĕр! Мĕн алăк шаккаса тăран! - уçă кантăка тинех хупрĕ Ваçук. Кам та пулин алăк шаккаса кĕнине курман вăл халиччен. Ку темле культурăллă çын пулмалла. Пÿрте, чăнах та, ял çыннисенчен чылай хитререх тумланнă вăрăм арçын кĕрсе тăчĕ. Уринче лайăх тасатнă сăран атă. Хура пуставран çĕлетнĕ çÿхе пиншакпа. Пуçĕнче сăран карттус. Аллă еннелле сулăннă çын пулмалла. Сăн-питрен хаяр пек курăнать. Икĕ питçăмартинче тата куç айĕсенче кăвакарнă пек тăракан пĕчĕк лаптăксем пур. Çамкинче те пур пĕр тĕлте ун пекки. "Питне-куçне вĕри шывпа пĕçерттернĕ-шим ку çын?" - шутласа илчĕ Ваçук. Кĕлеткипе хăй, ырханрах курăнать пулин те, çÿллĕ. "Вăрăм Миккалай пек" теççĕ ялта ун пеккисене. Вăрăм Миккалайĕ вăл ял çынни-ха. Тракторист пулнă. Халь - вăрçăра. "Уполномоченнăй пулмалла, - шутласа илчĕ ача, - каллех çын чĕнтерттерет ĕнтĕ". Апла тесен сумки-портфелĕ çук. Лешсем вара яланах сăран сумкасемпе килеççĕ. Темлисене те курнă Ваçук кантурта. Çăпаталлă уполномоченнăй та килнĕччĕ пĕрре. Ва-атă тутар. Район центрĕнчи шкул директорĕ тет хăй. Филип Васильевич унран "çăпаталлă уполномоченнăй" тесе кайичченех кулчĕ.
- Утма çăмăл, çавăнпа çăпата сыртăм, - атти пурри çинчен те систерет лешĕ. - Лаша çук ман. Вăтăр çухрăма атăпа утса çитееп-им эпĕ. Ура мĕн курать! Тепĕр кун урасене сĕтĕреес те çук...
Тутар пулчĕ çав уполномоченнăй. Кантура, учительсенчен пуçне, урăх никама та чĕнтерттермерĕ. Вĕрентекенĕсем шкулта иккĕн çеç-ха: Матрена Никоновнăпа Агафия Ильинична. Шкул пирки çеç калаçрĕç вĕсем, "мектеб" те "мектеб" теççĕ, хушăран "медресе" текелесе хурать ватти. Мектебĕ те, медресе тени те шкулах пĕлтернине хăвăрт ăша хыврĕ Ваçук. Ватă тутарĕ хăй тахçан Ĕпхÿре медресе пĕтернĕ иккен...
Кĕнĕ çын сывлăх сунма та пĕлмерĕ, ачапча анчах тесе шутларĕ курăнать. Тÿрех стена çумĕнчи хутсене пăхкалама тытăнчĕ. Карттусне те хывмарĕ. "Кунăн культури хăйĕнпе пĕрле пулас", - шутларĕ вара кантур ачи.
- Телефон çук-им ялта? - тин сăмах чĕнчĕ хайхи.
- Кÿршĕллĕ вырăс ялĕнче кăна, - унпа вырăсла чиперех пуплет ача.
- Аван, - каласа хучĕ палламан çын.
Ăнланаймарĕ Ваçук: те телефон çуккине, те вăл кÿршĕ ялта пуррине "аван" терĕ ĕнтĕ.
- Хуçасем килмен-им-ха?
- Кĕçех çитмелле.
- Колхозăн тимĕрç лаççи пур-и?
- Пур. Аялта, çырма хĕрринче, - аллипе çырма еннелле кăтартсах хуравларĕ ача.
- Тимĕрçи тата?
- Тимĕрçĕ çук халь. Унчченхи ватăлса çитнĕ. Ĕçлеймест.
- Аван, - те хăй сисмесĕрех каласа хучĕ вăрăм вырăс.
"Мĕнле этем ку? - ăшĕнче кăна хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Ваçук, - çын ватăлса ĕçлейми пулни çинчен каласан та "аван" тет. Тем вăрлама-çаратма çÿрекен этем мар-ши? Халь ун пеккисем те чылай теççĕ". Ача пĕр уйăх каярах ялта районти милици начальникĕ пулса кайнине аса илчĕ. Чылай калаçса ларчĕ вăл Петрей пиччепе. Хурахсем çÿрени çинчен та каларĕ. Кÿршĕ районти пĕр ялта çавсем икĕ çынна улталаса хăварнă. Хĕл каçнă вăкăрĕсене хаклă хакпа выльăх йышăнакан çĕре паратпăр тесе, машина çинех хурса кайнă. Хуçисем те пĕрлех пулнă. Ял Советĕнчен илнĕ справкисене лешсене шанса тыттарнă. Çул çинче вара вăкăр хуçисене машинăран антарнă та хăварнă. Пăшалпа хăратса. Хăйсем тарнă. Машинин номерĕ те çук тет. Выльăх хуçисем тепĕр кун чĕрĕ выльăх илекен çĕре çитнĕ. Хурахĕсем вăкăрĕсене парса, укçине илсе кайма ĕлкĕрнĕ те пулнă. Милицисем шыранă - тупайман. Виçĕ здоровăй арçын тет хăйсем...
Читайте нас: