Уçă кантăк умĕнче Ваçук ик аллипе янахне тĕресе ларать. Кантурта никам та çук. Колхоз председателĕ Петрей пичче те, счетоводпа учетчик та килмен-ха. Счетовочĕ Ваçуксене урам урлă пурăнакан Филип Васильевич-ха. Хĕлип йысна тет ăна ача. Ашшĕпе амăшĕ кĕрÿ тесе чĕнеççĕ. Хăйматлăх кĕрÿшĕ пулать ĕнтĕ вĕсен. Филип Васильевич вăрçăран аманса таврăннă, сулахай урине пĕçĕ тĕпĕнченех каснă. Протезпа çÿрет. Сылтăм аллинче яланах тытмалли вырăнне авса тунă туя. Тепĕр аллипе протезне тытарах пырать. Авăнма-хуçланма пĕлмен "урине" айккинерех ярса малалла утăмлать, ярса пусмассерен протез чĕриклетсе сас парать. Ачан чун-чĕрине пырса тивет çав сасă. Ыраттарать пулас çак этем ÿчĕпе ниепле те пĕрлешме, кевте çумне çыпçăнса ÿтленме килĕшмен "ура". Хăй епле тÿсет-ши? Йывăр, питĕ йывăр вуникĕ çулхи Ваçука вăл утнине курма. Кантуртан инçех мар пурăнать пулин те, килсе çитиччен лачкам тара ÿкет счетовод. Çитсенех сĕтел хушшине кĕрсе ларма васкать. Килĕнчен илсе килнĕ пĕчĕк минтере хунă пукан çине ларсан, ик аллипе тытса протезне сĕтел айнелле вырнаçтарать, туйине сĕтел пуçне таянтарать, у-уф! тесе сывласа ярать те тарлă çамкине, питне пĕчĕк тутăрпа шăлса типĕтет. Май пур чухне Ваçук ăна килне лашапа леçсе хăварма тăрăшать. Сăмах-юмаха хавас çын пулсан та вăрçă çинчен калаçма юратмасть Филип Васильевич. "Эп курнине курма сире Турă ан хуштăр", - тет те аллипе лаштах сулать. Учетчик пулса ĕçлекен Вихтĕр тете те аманса таврăннă. Ăна та ураранах амантнă. Урине касман унăнне. Малтанах вăл хăрах хул ай туйипе çÿретчĕ, халĕ ахаль туяпах пырса çÿрет кантура, тепĕр чухне унсăр та утма тăрăшать. "Урана хăнăхтармалла ман майĕпен, Ваçук," - тет вăл туйине илсе пама васкакан ачана. Вихтĕр тете çамрăк-ха, авланман. Çавăнпах-и Ваçукпа та хаваслансах калаçать, вăрçă çинчен те кала-кала парать. Хăй пĕр нимĕçе леш тĕнчене ăсатни пирки темиçе те каланă. Унран мĕн те пулин илтес килсен, вăл пăлтăра туртма тухсан пырас пулать ун патне. Кун пек чухне хаваспах калаçать. "Нимĕçе хам персе ÿкернине хам куçпа курни пĕрре пулчĕ манăн, - тет вăл, вĕçне чĕлĕм майлă туса кукăртса чĕркенĕ чикаркине васкамасăр сăвăрса. - Оборонăра тăраттăмăр. Тăшман умрах темелле. Наступлени пуçлама приказ кĕтетпĕр. Приказĕ çук та çук. Хатĕр çитмест пулмалла. Траншея тăрăх та пĕкĕрĕлсе çеç çÿретпĕр, тăшманăн малти линине асăрхасах тăратпăр. Çĕр çинче те, тÿпере те шăпах. Хăратать, питĕ хăратать вăрçăри шăплăх. Кĕтсех тăр: мĕн те пулин пулатех. Кĕрĕс! илтĕнче малта пĕччен пăшал сасси. Манран сылтăмра темиçе утăмра тахăшĕ траншея тĕпне тĕшĕрĕлсе те анчĕ. Чупса пытăм: ĕнер çеç пополненипе килнĕ çамрăк салтак. Ятне те хăнăхса çитейменччĕ-ха: те Григорийччĕ, те Меркури тесе чĕнетчĕç. Кевтипе вăрăмччĕ çамрăк салтак. Шинелĕ чĕркуççисене те витсе тăраймастчĕ. Çĕрле вăл, командир хушнипе пулас, хăй тăшмана ура тăрса пемелли вырăна чавса тарăнлатнă иккен. Кĕреçине вара бруствер çинех пăрахнă. Хĕвел тÿпенелле кармашнă май чуллă çĕре чава-чава якалса та çуталса пĕтнĕ кĕреçе вĕçĕ хĕвел шевлисемпе çуталма-йăлтăртатма пуçланă. Ăнланса илнĕ çакна салтак. Кĕреçине уртăнса илме тесе пуçне самантлăха кăна кăларнă траншейăран - тĕшĕрĕлсе те анчĕ. Вилчĕ. Ара, пуçранах лекнĕ-çке.
- Снайпер ĕçĕ ку, - терĕç салтаксем.
Кĕреçе вĕçĕ хĕвелпе çуталнине тăшман "куккукĕ" малтанах асăрханă пулмалла, вара çав тĕлтен куçне те илмен вăл, кĕтнĕ те кĕтнĕ. Кĕтсе илнĕ-илнех. Чăн-чăн çапăçăва кĕреймесĕрех пурнăçран уйрăлчĕ каччă. Эпĕ хамăрăн командиртан бинокльне ыйтса илтĕм, çав "куккука" тупса палăртма шутларăм. "Тимлĕ пул, бинокль кĕленчисем çине хĕвел пайăркисем лекесрен асăрхан," - хытарсах каларĕ сержант. Эп вăрçăра пĕрремĕш кун мар. Ăна-кăна, вăл шутра бинокльпе еплерех усă курмаллине те чухлатăп. Майĕпен кăна тăшманăн хамăр умри участокне "ухтарма" тытăнтăм. Ик хушăра хăрах енне чалăшнă танк ларать. Вăрахчен куçа илмерĕм ун çинчен. Чĕрĕ чун пуррине систерекен пĕр паллă та асăрхамарăм. Вара бинокле тăшманăн малти линийĕнчен кăшт пирĕн еннерех унта-кунта сыхланса юлнă йывăçсем çине куçартăм. Кĕтмен çĕртен бинокль анине пысăк кайăк лекрĕ. Хуллен вĕçет, пĕр-пĕр йывăç çине ларса канма шутлать пулас. Чăнах та, кайăк юнашар ларакан виçĕ йывăçран варринчин тăррине пычĕ те ларчĕ. Ларчĕ те, темрен хăранă пек, каппăл çÿлелле çĕкленчĕ, аякаллах вĕçсе кайрĕ. "Ак ăçта эс, "куккукăм!" - шутласа илтĕм çавăнтах. - Халех сана авăттаратăп". Сăнасан-сăнасан нимĕç снайперĕ хăш турат çине тĕпленсе ларнине те картса хутăм: аялтан виççĕмĕш турать. Çакна тĕп-тĕрĕс палăртма çав тĕлте çутă япала самантлăха çиçĕм пек ялтлатса илни пулăшрĕ. Снайперăн оптикăллă прицелĕн кантăкне хĕвел пайăрки лекрĕ пулмалла. Бинокле сержанта патăм.
"Çав варринчи йывăçа сăна, халех ун çинчен "куккука" персе антаратăп," - терĕм шанчăклăн. Винтовкăна илтĕм те хам картса хунă вырăна тĕллетĕп. Васкамастăп. Кăлăхах пăшал сасси тăвас килмест. "Мĕн, çывăрса кайрăн-и элле, Максимов?" - тет сержант. "Ан васкат," - кĕскен хуравлап ăна. Çак самантра паçăрхи çутă тепре ялтлатса илчĕ те - крючока туртрăм та. Хайхи "куккук" çĕре таçлатрĕ те. Çук, суятăп: çĕре персе ÿкмерĕ, йывăç вуллин снаряд е мина ванчăкĕ лексе хуçнă турат тĕпĕнчен çакăнчĕ те тăчĕ. "Таçлаттар тепре!" - айăкран чышсах калать командир. Тĕллесех тепре петĕм. Авăтса пĕтерчĕ фашист "куккукĕ". Кайран та чылайччен сăнаса тăтăм çав тĕле: пĕр-пĕр нимĕç юлташĕн виллине илме пымĕ-ши? Пыракан-тăвакан пулмарĕ. Э, тепĕр кун ирхине пăхрăм - çукчĕ... Кăна çавăншăн пачĕç, - кăкăрĕ çинчи пĕртен-пĕр медалĕн ахаль те йăлтăртатса тăракан тенкине çанă вĕçĕпе шăланçи тăвать Вихтĕр тете.
- Урăх пĕр нимĕç те вĕлермен-и? - куçĕсене йăлкăштарать Ваçук.
- Тен, пĕрре мар, виççĕ те пĕтернĕ пуль, анчах наступлени вăхăтĕнче кам персе ÿкернине кам пĕлсе çиттĕр? Пурте переççĕ: элле эс пени лекнĕ, элле эп пени? Ку, калап вĕт-ха, хам куçпа курни. Хам кăна та мар, пĕтĕм отделени, пĕтĕм взвод курса тăчĕ, - каллех медальне шăлкалать салтак. - Ак, ура тÿрленсе çиттĕр-ха, ун чухне...
- Вихтĕр тете, хăвна епле амантрĕç? - пĕлес килет ачан.
- Наступлени вăхăтĕнче, - калаçас кăмăлĕ сÿрĕкленет салтакăн, - мина ванчăкĕ килсе çапрĕ. Юрĕ, кун пирки тепĕр чухне. Халь ĕçлес пулать, ĕçлес пулать, - тет те учетчик, чикаркине сÿнтерсе, шала кĕрет.
Юратать медаллĕ салтака Ваçук. Яланах тирпейлĕ çÿрет вăл. Салтак çи-пуçне хисеплени те куç кĕрет. Гимнастеркипе шăлаварĕ, тĕсне çухатнă пулин те, ялан тап-таса. Çăлтăрлă йĕс тÿмисем çап-çутă. Çухи айĕнче шурă йĕр илемлĕн курăнса тăрать. Пушмакĕсем те çуталсах тăраççĕ. Ансăр та вăрăм пуртенкине те килĕшÿллĕ чĕркеме пĕлет. Обмотка тет-ха вăл ăна. Чалăшрах лартнă пилотки айĕнчен тĕм хура çÿç пайăркисем авăнчăклăн тухса тăни те килĕшÿллĕ. Çăлтăрĕ çук вара пилотки çинче. Ăна, ахăртнех, шăллĕсене панă. Кунĕпех çырать Вихтĕр тете: бригадирсем панă хутсем тăрăх колхозниксен ĕç кунне шутласа пырать вăл. Уйăх вĕçĕнче вара стена çумне çапнă вăрăм список çине камăн мĕн чухлĕ ĕç кунĕ тухнине çырса хурать.
Колхоз председателĕ Петрей пичче утмăлтан иртнĕ çын. Пĕкĕрĕлерех те майĕпен утакан старик. Мăйăхĕ те, сухалĕ те вăрăм унăн, кăвакарнă. Вăхăтран-вăхăта вĕсен вĕçĕсене хачăпа касса тикĕсленине асăрханă Ваçук. Уринче вара çулла - çăпата, хĕлле - тĕпленĕ пăйма. Çийĕнче яланах пĕр тумтир: хура сăхманпа кăштăр-кăштăр симĕс кажан.