Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Кӑрлач 2020, 18:00

Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Мехел (сăвăсем)

Петĕр Хусанкай

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ӳстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ӳсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тӳсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан —
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сӳнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
«Мĕн чăваш чĕлхи!» — илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ӳк те çурăл, хып та çун —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан;
Хăйшĕн хăй — парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Лăпкă чух та, вăрçăра та —
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
***
Мехел тени мĕскер тени пулать?
Ыйтсамăр çумăр пĕлĕчĕсенчен:
Мĕн-ма вĕсем кăвак уярпала
Юхаççĕ çăвăнмасăр тахçанччен?
Мехел çитмен.
Мехел тени мĕскер тени, тăван?
Ыйтсамăр кайăк хур ушкăнĕнчен:
Мĕскершĕн вăл пайтах шурамăкран
Вĕçсе иртет, анмасть картипелен?
Мехел çитмен.
Мехел тени мĕскер тени иккен?
Ыйтсамăр пахчари улмуççирен:
Ма ун çеçки, чăмăртансах çитсен,
Тепре çĕр каçатех çурăличчен?
Мехел çитмен.
Апла мехел тени мĕскер ĕнтĕ?
Ыйтсамăр сĕрме купăс каччинчен:
Мĕн-ма патнех-патнех çитсессĕн те,
Пусмасть вăл хĕлĕхне пӳрнипелен?
Мехел çитмен.
Мехел çитсессĕн, çумăр ярăнать,
Çунатлă чун çӳлтен çĕре анать.
Чечек папки илемлĕн çурăлать,
Йĕркипелен юрри те юрланать —
Мехел çитсен.
Читайте нас: