Аургазă хыпарçи
+21 °С
Ясно
Чув
Рус
Тат
Литература кĕтесĕ
27 Ноября 2019, 13:17
Александр Савельев-САС. Вăкăр сутрăм (шÿт).
Александр Савельев-САС. Вăкăр сутрăм (шÿт).
Александр Савельев-САС.
Вăкăр сутрăм (шÿт).
Сутас тесе вăкăра
Ирех çитрĕм пасара.
Пасар тени пасарах –
Пуçтарăннă паçăрах.
Хаклашса тăра-тăра
Сутса ятăм вăкăра.
Халь лăпланчĕ ман чĕре:
Вăкăр укçи – кĕсьере.
Çÿрес-ха пасар курса.
Асра юлтăр çак пасар
Сутнипеле кăна мар,
Туянас пĕр-пĕр тавар.
Утап халăх хушшипе,
Кĕрсе тухап пур çĕре.
Вĕри чĕрем хушнипе
Куç тĕллерĕ пĕр хĕре.
Анне хушнине манман:
Илтĕм пулă та кĕрпе.
Тавăрăнтăм пасартан
Улма питлĕ сар хĕрпе.
Хĕрĕн ячĕ Урине,
Мана Турă çырнă чун.
Сутнă вăкăр укçипе
Туй кĕрлерĕ çичĕ кун.
Читайте нас
Партнеры
Фотобанк журналистов РБ
Рубрика "Еда и напитки"
Рубрика "Животные"