Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
19 Ноябрӗн 2019, 11:55

Тăван сăмах ытамĕнче

Чăваш Хурамал ялĕнче Валентин Николаевăн кĕнеке кăтартăвĕ иртрĕ.

Ноябрь пуçламăшĕнче Чăваш Хурамал ялĕнче пурăнакансем тата „Шуратăл” литература пĕрлешĕвĕн членĕсем çак ялти Культура çуртне пуçтарăнчĕç.Мĕн сăлтавпа пуçтарăнчĕç-ха?
Кăçал Шупашкарти „Çĕнĕ вăхăт” издательствăра Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакан Валентин Николаевăн „Ирĕксĕр таркăн” романĕ кун çути курчĕ. Вĕсем çак кĕнеке кăтартăвне (презентаци) ирттерме пухăнчĕç.
Зала та, сценăна та ятарласа илемлетнĕччĕ, кĕнекесен выставкине йĕркеленĕччĕ.
Çак тĕлпулăва Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн председателĕ Юрий Харитонович ертсе пычĕ. Чи малтан вăл автора сăмах пачĕ. Валентин Александрович кĕскен хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Палăртса хăвармалла, вăл нумай çул тăршшĕне культура сферинче ĕçлет, сахал мар çитĕнÿ тунă çав енĕпе. Пултаруллă автор хăйех сăвă çырать, юрă калăплать, кĕввине те шутласа кăларать тата хăйех юрлать. Ахальтен мар вăл ”СССР питĕ лайăх клуб работникĕ” тата „ПР тава тивĕçлĕ культура работникĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Пухăннисем Йĕкенпуç çынни мĕншĕн-ха пирĕн патра кĕнеке кăтартăвĕ ирттерни çинчен ыйтрĕç. Вăл çапла ăнлантарчĕ:

- Манăн асанне Треппел хĕрĕ пулнă, ĕлĕкхи йăлапа ăна Ишимбай районне вăрласа кайнă. Манăн тымарсем Аургазăра пуçланаççĕ...
Малалла Юрий Харитонович аксакал-çыравçа А.С.Савельев-САСа сăмах пачĕ. Александр Сергеевич атте-анне чĕлхине, чи хаклă мула, упрама, юратма ача сăпкара чухнех вĕрентме пуçламалли çинчен каларĕ. Кĕçĕн юлташне кĕнеке пичетлесе кăларнă ятпа чунтан саламларĕ.
Нагадак ялĕнчен Вера Фомина çыравçă вара часах В. Николаевăн кĕнеки вырăсла та тухасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак романа вăл çичĕ уйăх ытла вырăсла куçарнă иккен.
Федоровка тăрăхĕнчен килнĕ сăвăçă Зинаида Сурпан автора халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Курма килекенсем вара В. Николаев ĕçчен те тăрăшуллă пулнине, виçĕ ывăл ÿстернине, кашнине çурт лартма пулăшинне, 96 çулхи ашшĕне пăхнине пĕлчĕç. Пĕтĕмлетсе вăл çапла каларĕ:

- Хальччен калав çырса курман Валентин, кăларчĕ роман...
Лидия Шурçăл сăвăçă роман тыткăна илни, вулама тытăнсан вĕçĕмсĕр вулас килсе тăни çинчен каларĕ. Çаплах илемлĕ юрă юрласа кăтартрĕ.
Сăмах май, çак тĕлпулура юрă-кĕвĕ пĕрмай янрарĕ. Автор хăйĕн юррисене шăрантарчĕ, çаплах кунта Чăваш Хурамал ялĕнчи пултарулăх артисчĕсем, Белое Озероран „Тантăшсем” ушкăн хутшăнчĕç.
Сăвă, юрă, пьеса çыракан, тутар, пушкăрт сăввисене куçаракан Геннадий Челпир çыравçă та гитара каласа хăйĕн юррисене янратрĕ.
Куракансем Василий Антонов çыравçа та тĕлĕнсе итлесе ларчĕç. Темиçе кĕнеке авторĕ, куçаруçă юрă та калăплать. Вырăссен „Землянка” юррине вăл чăвашла куçарнă, ăна куракансене юрласа кăтартрĕ.
„Урал сасси” хаçат редакторĕ Юрий Николаевич вара роман калăплакана кăштах критиклерĕ те. Вырăнти диалект сăмахĕсем нумай тата чылай сăмах хут-хут тĕл пулни çинчен каларĕ. Малашне автора тăрăшарах ĕçлеме тата çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Кирек епле ĕç те вăй хумасăр пулмасть. Чăнахах та асра юлакан, малалла та хавхаланса ĕçлеме хистекен уяв иртрĕ. Парнесем те пулчĕç. Библиотекăра ĕçлекенсем шуратăлçăсене Чăваш Хурамал ялĕ çинчен çырнă тата ытти кĕнекесем парнелерĕç. Çыравçăсем те парăмра юлмарĕç - хăйсен кĕнекисене парнелесе хăварчĕç.
„Шуратăл” литература пĕрлешĕвĕн членĕсен ятĕнчен çак тĕлпулăва йĕркелекенсене - Чăваш Хурамал ялĕнчи библиотекăра ĕçлекенсене, пултаруллă тата активлă чăваш хастарне Юрий Леонтьева чунтан тав сăмахĕсем калатăп. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем!
Н. ФЕДОРОВА, „Шуратăл” литература пĕрлешĕвĕн членĕ.
Читайте нас: