Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
6 Ноябрӗн 2019, 11:19

Мустай КАРИМ. Хурлăхлă юрă.

Александр Савельев-САС куçарнă.

Мустай КАРИМ


Хурлăхлă юрă
Ман пуçра шур çÿç курса

Ху та каймарăн-и шурса?

Шур çÿç кунран-кун нумайрах,

Куççулĕм те тăварлăрах.


Ыратать халь чун та хытăрах.

Хуйхă-суйхă мăй таран.

Вĕсенче пур вăрттăнлăх та ман,

Шăп тăмасăр мĕн тăван,

Куççулĕм халь ман шăр тăвар.


Шур çÿç пирки шарлас килмест.

Ма ахаль ваклас сăмах.

Хăвна пĕччен туйни çинчен

Кам та пулин каламаллах.


* * *

Каллех мулран пуян кĕр çитрĕ.

Туйсем кĕрлеççĕ ак каллех.

Карти-карти хуркайăк иртрĕ,

Таврăнас çук вĕсем халех.


Ман çулăмсем те ăсанаççĕ

Тăрна картийĕпе пĕрле.

Хĕл хыççăн кайăксем килеççĕ,

Çулсем ман килес çук калле.


Ĕç-хĕлĕмпе сывпуллашатăп,

Кунăмсене тавараяс çук.

Тавăрас пулсассăн та - хăратăп:

Унчченхи пек эп ĕçлес çук.
А. САВЕЛЬЕВ-САС куçарнă.

6.XII.17 ç.
Читайте нас: