Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Октябрӗн 2019, 14:47

Турă çырни пулман-ши!..

Людмила Шăланăн чăн пурнăçран илнĕ калавĕ.

Людмила Шăлан (Маркина Людмила Ивановна) 1966 çулта Аургазă районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Салаватри педагогика училищинче вĕреннĕ. Пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçлеме пуçланă. 1986-1991 çулсенче куçăн мар майпа СГПИнче ăс пухнă. Халĕ хăйĕн специальноçĕпе Стерлитамак районĕнче ĕçлет. 2004 çултан вара республикăри чăвашла тухса тăракан „Урал сасси” хаçатпа туслă. Стерлитамак хулинчи чăвашсен автономийĕн тата Пушкăртстан чăвашĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ пулса тăрать.

Вулакансене Людмила Ивановнан калавĕсенчен пĕринпе паллаштаратпăр.


Турă çырни пулман-ши!..

(Чăн пурнăçран)


Амăшĕн шурă халатне тăхăнса „чирлĕ” пуканесене эмеллеме Лена мĕн пĕчĕкрен юрататчĕ. Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каясси пирки пуç ватмарĕ хĕр, документсене медицина институтне кайса пачĕ. Хăйне килĕшекен ĕçе юратса вĕренчĕ. Алла диплом илсен вырăс ялне ярассине пĕлчĕ.


Даниловка ялĕ пысăк мар: пуçламăш шкул, лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ, клуб тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетмелли комплекс. Унта ĕçлеме килес текенсем валли совхоз çĕнĕ çуртсем лартнă. Тĕрлĕ халăх çынни кун кунлать кунта.


Малтан Лена медпунктра ĕçлекен Люба аппапа, ĕç вырăнĕпе паллашрĕ, хăйне пурăнма уйăрнă пÿлĕме илемлетрĕ. Çапла çамрăк тухтăр пĕчĕккĕн çĕнĕ пурнăçа хăнăхрĕ. Çамрăкпа та, ватăпа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан Ленăна ял çыннисем те килĕштерчĕç. Çак хушăра тата шкулта ĕçлекен хĕрарăмпа, хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах Ольăпа, туслашрĕ. Ялта çамрăксем нумай, анчах пушă вăхăта усăллă, кăсăк ирттерме пулăшакан çын çук. Клуба хутран-ситрен уçса кино кăтартнисĕр пуçне урăх нимĕн те тумаççĕ.

Çĕнĕ çул уявне хатĕрленме Ольăпа Лена комплексра ĕçлекенсене явăçтарма палăртрĕç. Сценарипе вылякансене тупрĕç, юрă-ташă, вăйăсем хатĕрлерĕç. Оля Ленăна чăваш юрри юрлама сĕнчĕ. Çынсен умĕнче намăс курас мар тесе Лена питĕ тăрăшрĕ.


Акă кĕтнĕ каç çитрĕ. Чăваш тумлă хĕрĕн çепĕç юррине залра ларакансем сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç, вăрахчен алă çупса тав турĕç, тепре юрлама ыйтрĕç. Хаваслă иртрĕ уяв. Комплекс ĕçченĕсем килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.


Çак каç Лена Костьăпа паллашрĕ. Ăшшăн пăхакан мăшăр кăвак куçсене вăл сцена çинченех асăрханăччĕ-ха. Каччă совхозра шофер пулса ĕçлет иккен, ашшĕ-амăшĕ те кунтах пурăнать.


Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех шурĕ. Кунĕпе ĕçре, каçсерен Костьăпа курнăçрĕ.


Клуб ĕçченĕсем ыйтнипе хĕрсем ытти уявсене те хастар хутшăнчĕç. Мĕнле кăна конкурссем уйласа тупмарĕç-ши? Кунта салатсем тума та, эрех-сăрапа табак сиенне рекламăлама та, пельмень хăвăрт çыпăçтарма та, 50-60-мĕш çулсенчи модăна тата ыттине те кăтартма пĕлмелле пулчĕ. Тумтирпе атă-пушмака ял тăрăх пуçтарчĕç. Уявсенче клубра тулли халăхчĕ. Каçсем интереслĕ, ĕмĕр асра юлмалла, çынсен кăмăлĕсене каймалла иртрĕç.


Çуркуннехи ака вăхăтĕнче Костя машинăпа вăрлăх турттарчĕ. Çĕрле те ĕçлекенскер пĕррехинче Ленăна та хăйĕнпе чĕнчĕ. Ялтан чылай аякри ана çине кайрĕç вĕсем. Вăрлăха пушатса таврăннă чухне Костя машинăна вăрман енне пăрчĕ. Шаларах кĕрсен кÿлĕ пур иккен. Йĕри-тавра – чечекри çĕмĕртсем, сывласа тăранмалла мар тутлă шăршă. Каччă хĕре çĕмĕрт турачĕсене хуçса тыттарчĕ. Уйăх çинчи кĕвентеллĕ хĕр кÿлĕрен шыв ăсрĕ, сасси çеç илтĕнмерĕ. Ун вырăнне çĕр çинчи икĕ чĕрене пĕрлештерекен сăмахсен кĕвви хăюсăррăн шăранчĕ. Костя Ленăна юратнине пĕлтерчĕ. Телейлĕ хĕре каччă чечексемпе пĕрле йăтса çавăрчĕ. Çĕр çине асăрхануллă тăратрĕ, вĕри тутасем пĕр-пĕрне тупрĕç. Чăн-и ку е асамлă юмах? Лена куçне уçма та хăяймарĕ. Çук, çук. Вăл Костьăн ытамĕнче. Уйăх çутипе тĕкĕр евĕр курăнакан кÿлĕ, çĕмĕрт йывăççин шурă пĕркенчĕкĕ, çурхи сывлăш – пурте чăн.


Кĕçех çу çитрĕ. Ленăн отпуск вăхăтĕнче Костьăпа уйрăлмалла пулчĕ. Шутлă кунсем часах иртсе кайрĕç. Вĕçнĕ евĕр килсе çитрĕ хĕр хăй ĕçлекен яла. Анчах пĕлмерĕ кунта ăна мĕн кĕтнине. Килсе çитнĕ-çитменех Оля чĕрене çуракан хыпар пĕлтерчĕ. Костьăна ашшĕ амăшĕ чăваш хĕрĕпе пĕрлешме ирĕк памаççĕ иккен. Вăл вара вĕсемпе хирĕçсе ялтан тухса кайнă. Кĕтрĕ Лена, сахал мар куççуль тăкрĕ. Çĕнĕ çул та килсе çитрĕ. Анчах Костя хăй çинчен пĕр хыпар та пĕлтермерĕ. Хĕрĕн текех кунта юласси килмерĕ. Куккăшĕ тахçанах хулана чĕнетчĕ, ĕç тупса пама та шантарнăччĕ...


Унтанпа нумай çул иртрĕ. Лена вырăс каччипе çемье çавăрчĕ. Мăшăр икĕ ача çитĕнтерчĕ, асли, акă, кĕçех шкул пĕтерет. Пурнăçа ÿпкелемест Лена, вĕсем лăпкă, тăнăçлă, килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах Даниловка ялĕнче иртнĕ хаваслă кунсене халĕ те манаймасть. Ольăпа пĕрле ирттернĕ уявсем, ял халăхĕ паян та куç умĕнче. Курнăçас кăмăл пысăк пулсан та хăюлăх çитереймест хĕрарăм. Çутă та черчен юратăвăн юлашки шанчăкĕ çухаласран хăрать-ши? Е нимĕн те тавăрма çукки-ши?
Читайте нас: