Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
7 Августӑн 2019, 13:03

Геннадий Даниловăн тăван ял çинчен сăввисем

Бишкаин ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Данилов сăвăçăн тăван кĕтесĕ çинчен çырнă сăввисем

Юратнǎ ялǎм

Тǎван кĕтесĕм, Пилĕк хурǎн!

Кĕтсе илсем хǎв йǎхташна.

Тǎван кĕтесĕм, савнǎ ялǎм,

Аса илсем хǎв юлташна.

Сана ялан чĕрере тытнǎ

Кǎра çилсем уланǎ чух,

Пĕр санпа çеç телейлĕ пулнǎ

Чĕрере шанчǎк çĕтнĕ чух.

Тǎван кĕтесĕм, Пилĕк хурǎн!

Ялан мǎнаçланса эс пурǎн,

Ачусемпе эс сумлǎ пулǎн,

Юратнǎ ялǎм, Пилĕк хурǎн!


Тăван ял

Тăван яла мĕнле манан-ха?

Мĕнле манан-ха туссене?

Атте килне мĕнле манан-ха,

Пĕрмĕш савнин тутине?

Çук, çук нихçан асран тухас çук

Аннен ачаш аллийĕсем.

Пĕрремĕш класс, пĕрремĕш паллă -

Асрах юлаççĕ-çке вĕсем.

Кунтан кунах пирĕн малашлăх

Хаваслăрах, илемлĕрех.

Анчах Тăван çĕре манмашкăн

Пулмасть, туссем, пурĕпĕрех!

Тĕлĕкре курǎн
Тǎван ялǎм, Пилĕк Хурǎн,
Тĕлĕкре мана эс курǎн,
Ачалǎха илсе кай,
Савǎнмалǎх туп-ха май.
Выляттар кǎшт чупǎлла,
Юрлаттар ǎмǎртмалла,
Атмапа пулǎ тыттар,
Вĕт-шакǎра савǎнтар!

Пилĕк Хурǎн пĕрчисем
Ват юман пек хумханса,
Çирĕп саспа кашласа,
Сив çиле эс пǎхǎнмастǎн,
Венькка пичче!
Шур тум тǎхǎнса,
Çепĕççĕн пуплесе
Чирлесен сиплеттĕн
Эс, Улька аппа!
Савса пÿрнÿпе юнаса,
Лǎпкǎн çурǎмран лǎпкаса,
Ман çине пǎхрǎн кулса,
Микул пичче!
Хавхаланса, сǎвǎ çырса,
Вулаттǎн шыв пек шавласа,
Тǎван чĕлхешĕн савǎнаттǎн,
Туля пичче!
Сирĕн çумǎрта эп
Хунав пуласшǎн.
Тымар сарса, вǎй-хал пухса
Сирĕн пекех кашласшǎн.
Пилĕк пĕрчĕ, пилĕк хунав
Пилĕк вулǎ, пилĕк шǎпа
Тǎван ялǎн пилĕк пĕрчи,
Сирте-ши пуласлǎх калчи?

Читайте нас: