Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
5 Августӑн 2019, 16:26

Нина Федорован çĕнĕ сăвви

Нина Федорован тăван ен илемлĕхĕ çинчен çĕнĕ сăвви

Шурӑмпуҫ уявĕ
Саркайăка савăнтарса
Шăратать кĕвĕ курай.
Улăх ачашланса илчĕ –
Ыйхăран вăраннă май.
Кур! Лаштра йăмра çăвăнать
Ял çырмийĕ шывĕпе.
Шурăмпуç уявĕ пырать
Аурказă çĕрĕпе.
Укăлча умĕнчи юман
Ав, анасласа ларать,
Ыйхи уçăлман пулсан та
Вăштăрти çилпе вылять.
Хурăнсем шухăша путса
Лараççĕ çул хĕрринче.
Шурăмпуç уявĕ пырать
Аурказă çĕрĕнче.
Шăнкăртатса шывсем юхаç,
Сăпка юрри пек шăранса.
Тӳпере тăрисем юрлаç,
Çакă илеме курса.
Читайте нас: