Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
17 Июлӗн 2019, 12:54

Чăваш ялĕнче çуралнă, Эстонинче пурăнакан, вырăсла çыракан писатель

Пушкăртстанра çуралнă Дина Гаврилова писатель вулакансене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарать.

Юлашки çулсенче литература хайлавĕсене халăх вулама пăрахнăпа пĕрех теме пулать, уйрăмах çамрăксем хушшинче çакă вăйлă палăрать. Сăлтавĕ – интернетра. Пĕтĕм тĕнчери интернет сетĕ пĕчĕккинчен пуçласа ватти таран çынсен ăс-хакăлне тыткăна илчĕ. Чăнлăх çакăн пек пулнăран хаçат-журнал çырăнса илесси те сулмаклă кемрĕ. Анчах та сăмахăм урăххи çинчен.


Интернет уçлăхĕсенче çÿренĕ май куçа пĕр ссылка лекрĕ, тÿрех мар пулсан та, уçса пăхрăм. Унта Дина Гаврилова çыравçă Стерлитамак хули ăна мĕнле кĕтсе илни çинчен çырса кăтартать. Унăн сăнавлăхĕ, тимлĕхĕ, вичкĕн чĕлхи авторăн хайлавĕсемпе паллашас кăмăл çуратрĕ. "Цвета холодных лет" аудиокĕнекен сыпăкĕсене тупрăм. Тĕлĕнмелле... Ăна итлеме пуçланă самантранах урăх вăхăта кайса лекнĕн туйăнчĕ. Вăл шкулта чăваш литературин урокĕсенче вуланă классик писательсен хайлавĕсене аса илтерчĕ. Пысăк мар сыпăк итлерĕм пулсан та, ансат чĕлхепе çырнă хайлава пĕр чарăнми итлес (вулас) килчĕ. Çавăнпа та эп вулакансене те унпа паллаштарасшăн. Нумайăшĕ, ман пекех, ун çинчен сахал пĕлет пулĕ.


Дина Гаврилова 1962 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстанра Белебей районĕнчи Мало-Менеуз ялĕнче çуралнă. Политехника училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн направленипе Эстонине лекнĕ. Акă ĕнтĕ 30 çул ытла вăл Эстонинче пурăнать.


Писателĕн чăн ячĕ Надежда Леонидовна Григоренко. Вăл Пушкăртстан писателĕсен Союзĕн членĕ. Унăн çакăн пек кĕнекисем пичетленсе тухнă: „В бане с нечистым” (2012 ç.), ”Поленька, или Христова невеста” (2013 ç.), „Цвета холодных лет” (2015 ç.), „Ты лучше всех” (2018 ç.), „Чап-чап уйăхĕ” (2019 ç., А.Савельев куçарнă) тата ыттисем. Дина Гаврилова Р.З. Залманов ячĕллĕ преми лауреачĕ.


Тăван чăваш ялĕ, çыннисем çинчен романсем, повестьсем, аллегориллĕ историсем, пьесăсем тата ыттине хайлать. Хăй вырăсла çырать пулсан та, унăн хайлавĕсене чăвашла та, пушкăртла та, эстонла та куçарнă.
Вăл çырнă хайлавсем „Истоки”, „Çутă çул”, „Белебеевские известия”, „Çамрăксен хаçачĕ”, „Хыпар”, „Урал сасси” хаçатсенче, "Бельские просторы", „Капкăн”, Тăван Атăл” журналсенче пичетленеççĕ. Çыравçă-ĕçтешĕсемпе туслă çыхăнусем тытать, час-часах ентешсемпе тĕлпулусем ирттерет.


„Республика тулашĕнче пурăнакан Дина Гаврилова çыравçă ‒ пирĕншĕн çĕнĕ ят. Чăваш кĕнеке издательствинче нумай та пулмасть унăн „Чап-чап уйăхĕ” кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Унăн хайлавĕсемсĕр пуçне кĕнекене Александр Григорьевăн, Трофим Иванов-Таçукăн тата Юрий Терентьевăн кулăшла калавĕсем кĕнĕ. Пурнăçри тÿнтерлĕхсемпе çитменлĕхсем вĕсенче хунарпа çутатнă пек курăнаççĕ. Ăссăрлăхпа айванлăх, чеелĕхпе сĕмсĕрлĕх, вĕçкĕнлĕхпе мăнкăмăллăх, кĕвĕçÿлĕхпе ăмсанулăх ‒ ытти тем тĕрлĕ çылăх тĕнче пĕтмесĕр те пĕтес çук. Витĕр куçлă та çивĕч чĕлхеллĕ çыравçăсен геройĕсем хамăр хушăрах пурăнаççĕ.

Пурнăçра мĕнле кăна мыскара пулмасть пулĕ. Хăй вăхăтĕнче сехрене хăпартнă е тарăхтарнă самантсене халĕ кулмасăр аса илме те çук. Дина Гаврилова калавĕсем ‒ шăпах çавăн пеккисем,”- çавăн пек хаклать унăн хайлавĕсене чăваш кĕнеке издательстви.


Пултаруллă авторăн калавĕсенчен пĕринпе паллаштаратпăр. Ыттисене каярах пичетлĕпĕр.


Дина Гаврилова

Мунчаран – венчете

Ваçук хăйĕн пулас арăмĕ çине пăхса тарăн шухăша путрĕ. Пит-куç енчен Наçтука тиркеме çук-ха, вăт ун тумтирĕ айĕнче мĕн-мĕн пытанса тăнине вара пĕлсе пулмастех. Наçтук ялти ытти хĕрсем пекех хутлă-хутлă тăхăнса çÿрет. Вăрăм кĕпи алли-урине пĕтĕмпех витсе-хупласа тăрать, çине уртса янă темиçе хутлă тум вара хĕр кĕлеткин илĕртÿллĕ пайĕсене шанчăклăн пытарать. Сарлака аркăллă кĕпе айĕнче кукăр урасене те, пур пулсан хÿре таврашне те пытарма май пур. Тумтир тени Наçтук çинче купăста çулçинчен те нумайрах-тăр. Çи-пуç пĕрмисемпе çĕввисем, тĕрлĕ вырăнти хăюсемпе чĕнтĕрсем Ваçук ăс-тăнне арпаштарсах яраççĕ. Савнă хĕрĕн тумĕ ăна сахал мар шухăшлаттарать: хĕр те çав тери япăх та ырхан пулнăран, те купарчисем ытла мăкăрăлса тăнăран çапла тăхăнать?


Наçтук каччă таврашне çывăха ямасть. Ваçук хăй те мĕн ачаран хăюсăр та çемçешке пулса ÿснĕ. Чăваш хушшинчи ĕлĕкрен килекен йăла-йĕрке те хĕрупраçа хăйĕн çирĕп картинче тытать, туйччен ун пек-кун пек хăтланма ирĕк памасть. Ваçук хăйне акăш пек чипер хĕр вырăнне пăсăк та килпетсĕр арăм лекесрен шутсăр шикленет. Туй хыççăнхи пĕрремĕш каç та хăратать ăна: савăнăç кÿрĕ-ши вăл е хурлăх?


Чылай иккĕленсе пурăннă хыççăн Ваçук хăйĕн шухăшне çывăх тусне Леонида каласа пачĕ. Паян-ыран тенĕ пек туй пулмалла, вăл вара пулас арăмне халиччен те çарамас хальлĕн пĕрре те курман. Çарамас курма тетĕр-ха, вăл ăна ыталаса та пăхман. Наçтукăн хутлă-хутлă çи-пуçĕ айĕнче тем пытанса тăрать-ха? Тен, кĕпи айĕнче пулă хупписем ялтăртатаççĕ? Тен, элес-мелес хÿре те ÿсет унта...


Леня вăл каланине итленĕ хыççăн ăшĕнче кулса илчĕ те юлташне мĕнле те пулсан пулăшма, пулас мăшăрне кăнтăр кунĕнче çаппа-çарамас курма май туса пама шантарчĕ.


Эрне иртрĕ, тепри пуçланчĕ. Çимĕк те çитрĕ. Ял халăхĕ уяв тăвать. Чăвашсен чи хаваслă праçникĕ ку.

- Паян хăвăн савнине курăн, - терĕ Ленька тусне. – Марук аппасен мунчи патне пыр.


Ваçукăн, паллах, ĕненес килмерĕ-ха. Çамрăк хĕр тăр кăнтăрла хăй ирĕкĕпе кĕпи-йĕмне хывса пăрахни ăçта пулнă халиччен?


Çак вăрттăн операцине кун пирки таçтан сиснĕ темиçе каччă та хутшăнчĕ.


Мунча çырма хĕрринче ларать. Шыв йăтма ансатрах пултăр тесе çавăнта тунă ахăр. Тепĕр тесен, вĕри çапăннă хыççăн сивĕ шыва чăмса тухасси те мĕне тăрать!


Леня мунчаран тухакан çын çырма хĕррине анни лайăх курăнакан вырăн суйласа илчĕ. Вăрттăн ĕçпе пухăннă каччăсем çын тăруках асăрхамалла мар çĕре пытанса выртрĕç. Намăса пĕлмен çамрăксене хăйсен савнийĕсене çарамас курас килни канăç памасть.


Акă Çимĕк çеçки тытнă хĕрсем калаçа-калаçа мунчана кайрĕç, пăлтăрта салтăннă-хывăннă хыççăн шала кĕрсе çухалчĕç. Вĕсем саксем çине вырнаçса çивĕчĕсене сÿтме тытăнчĕç. Çимĕк курăкне вĕри шывра ислетрĕç. Халăхра сарăлнă сăмах тăрăх, кам çак кун мунчара Çимĕк курăкĕпе сĕрĕнет-çăвăнать, вăл калама çук илемлĕ хĕр пулса тăрать.


Çак вăхăтра тĕмсем хушшинче каччăсен ушкăнĕ ĕç-пуç еплерех вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтсе выртрĕ. Ваçук йĕп-йĕпе тара ÿкрĕ. Леня хăйне лăпкăнрах тытма тăрăшать. Ваçука унăн Наçтукĕ мунчаран часах сирпĕнсе тухасси пирки систерет.


Наçтук çак самантра мĕн тăвать-ха? Вăл лапка çине хăпарса ларнă та вĕри чул çине пĕчĕккĕн шыв сапа-сапа илет. „Ăшшине лайăхрах пар, Настя, - хавхалантараççĕ ăна тантăшĕсем. – Çак вĕри те сиплĕ пăсра çапăнса эс ялти чи илемлĕ хĕр пулса тăрăн ак”.


Наçтук куркапа сапакан шыв калама çук хĕрсе çитнĕ чула лексе хăрушла чашлата-чашлата илет, вĕри пăс мачча таран çĕкленет, хĕре пĕтĕмпех хăй айне тăвать. Çитменнине, куçа тем касать, чикет, кĕленче ванчăкĕсем лекнĕ тейĕн. Сăмса шăтăкĕ таранах чĕпĕтет. Пĕтĕм кĕлетке вĕри шывпа сапнă пек пĕçере-пĕçере каять. Наçтук хăй те сисмерĕ, тахăш самантра мунчаран тухса та сирпĕнчĕ, кăшт тăрсан пăлтăртан та тухса вĕçрĕ.


- Акă пĕрремĕш чĕкеç вĕçсе те тухрĕ, - кăмăллăн хихиклетрĕ Леня.


- Хитре вара ку чĕкеç, - ихĕрмесĕр чăтаймарĕç ыттисем те.


Наçтук сукмаксăр-мĕнсĕрех çырманалла тапса сикрĕ. Шыв патне анма самаях чăнкă. Чупнă чухне урисем çĕкленнĕ май хĕр кăкăрĕсем те çĕкленеççĕ. Хура та вăрăм çÿçĕ çунат пек сарăлса вĕлкĕшет. Хĕр çĕр çийĕпе вĕçет тейĕн çав.


- Кăмăлу тулчĕ-и ĕнтĕ? – Ваçук енне çаврăнчĕ Ленька. – Нимле пулă хуппи те çук сан Наçтукун. Хÿре таврашĕ те курăнмарĕ.


Каччă аллине кăна сулчĕ. Хăй халĕ кăна курни ăна пĕтĕмпех тăнран янă курăнать. Вăл пулас арăмĕн пĕтĕм кĕлеткине ик куç тулли курса савăнчĕ-çке.


Наçтук хыççăн ыттисем те мунчаран пичке пăкки пек сирпĕне-сирпĕне тухрĕç. Ку вăл çаппа-çарамас хĕрсен хăйне майлă парачĕ пекех пулчĕ.


Хĕрсем ушкăнĕпе çырма хĕрне чупрĕç, сивĕ шыва çунакан вутă пуленки пек чăмрĕç. Çырмара çăл тухакан вырăнсем пур-мĕн. Çавăнпа кирек мĕнле шăрăхра та кунти шыв пăр пек сивĕ. Хĕрсем хăйсен ÿчĕ-тирĕ чĕпĕтме те кĕçĕтме, касма та ыратма чарăничченех шывран тухмарĕç.


Хÿтлĕхри каччăсем чылайччен хихиклетрĕç. Пĕр харăсах ялта тăр кăнтăрлах çавăн чухлĕ çарамас хĕр курни вĕсене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Ку сана утçи мар. Унта хĕрупраçăн çара чĕркуççине е хул айне курма пулать-ха.


Çимĕк чăннипех ле лайăх иртрĕ. Каварçăсем çĕрĕпех вăйăра савăнчĕç. Пĕрисем хĕрсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Ленькапа унăн тусĕсем ним тума аптăранипе Потемкинсен хапхине Хĕветуç карчăкăнни вырăнне кайса çакрĕç, Исаевсен пурине сÿтсе ял вĕçне кайса лартрĕç. Пĕр хĕрсе çитнĕскерсем ухмахлансах кайрĕç темелле: Васильевсен тимĕр туалетне картишĕнчен туртса кăларса çул варрине палăк пек вырнаçтарса лартрĕç. Кĕскен каласан, çĕр хута айкашрĕç, пăсĕсене кăларчĕç, чунĕсене лăплантарчĕç.


Мĕн курни Ваçука шутсăр килĕшрĕ, çавăнпа та пĕр тăхтамасăр, ним шикленмесĕр савнă хĕрне качча илчĕ.

Вăрттăнлăхĕ кунта акă мĕн: Леонид мунчана хĕрсенчен малтан йăпшăнса кĕнĕ те саксем, лапка тата милĕкпе чул çине тÿнĕ хĕрлĕ пăрăç сапса тухнă. Çапла туса вăл юлташĕн туй умĕнхи иккĕленÿллĕ шухăшне сирсе яма пулăшнă.


Унăн вырăсла çырнă хăшпĕр хайлавĕсемпе çакăнта паллашма пулать. https://bp.rbsmi.ru/articles/proza/gavrilova-dina-babe-schaste-bayki/ тата https://www.proza.ru/2011/01/19/936
Читайте нас: