Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
19 Июнӗн 2019, 10:57

А. Савельев.

Черет (поэма).

Черет

(поэма)
Ĕмĕтпех этем çуралнăн

Туйăнса каять мана.

Ĕмĕтре этем – çунатлă,

Вăл туртать ăна мала.


Сăпкари пĕчĕк пепкенĕн

Ĕмĕчĕ хăйне кура:

Хыпăнать вăл çĕн теттешĕн,

Пултăр ун тетте умра.


Çын ÿсет. Ÿсет ун ĕмĕт.

Вăл ялан пуçра çиçет.

Илĕртме пуçлать пĕр вĕçĕм

Йăлтăркка велосипед.


Ку та вăхăтлăх тетте-мĕн,

Ĕмĕт пур-çке – ма татас?

Туянас килет этемĕн

Ĕнтĕ халь пĕр-пĕр маттас*.


Пурпĕрех тулман-ха ĕмĕт,

Вăл пуçра пиçет кашнин:

„Пултăр сывлăх, пултăр ĕмĕр –

Туянса ярап машин”.


Велосипед хыçа юлнă

Чăрсăр яшлăхпа пĕрле,

Мотоцикăл та ман пулнă,

Пĕтнĕ хал тĕрте-тĕрте...


Халь умра çиçет пĕр вĕçĕм,

Тĕлĕке кĕрет час-час

Лакпала чуптарнă çĕнĕ

Машина та çĕн гараж.


Апата шутпа çиетĕп,

Пĕтермеп укçа сыпса,

Укçана хамах леçетĕп

Перекет кÿрен касса.


Çанă вĕçĕсем сÿсленнĕ,

Шăлавар та чаплах мар.

Машина пулсан этемĕн,

Ну, мĕскер вăл шăлавар?


„Аптрамасть!” – хама калатăп,

Хытарса çине-çинех.

Машинпа пырса тăрсассăн

Кам пăхать пиншак çине?


Кашниех, паллах, хыпашлĕ

Куçĕпе машинăна.

Хăйне май кашни çын хаклĕ

Ун çине пăхса мана.


Халь гараж пирки шутлатăп

Çывăрмасăр çĕрсене.

Вутлăхран хуллен суйлатăп

Эп гаражлăх пĕрене.


Ик йĕрке юман пурарăм –

Никĕс пултăр çирĕпрех,

Ĕмĕрĕм, теп, пултăр вăрăм,

Çиттĕр хамăн ĕмĕре.


Çиелтен йăлт çапса тухрăм

Саваланă хăмапа.

Тунă ĕçĕм, тăкнă тарăм

Савăнтарчĕ хама та.


Алăкĕ те пулчĕ селĕм.

Уçăлать ик еннелле.

Пулнă-пулнă – пултăр терĕм

Перĕнмесĕр кĕмелле.


Тăпсисем те пулчĕç çирĕп –

Пăрса çапрăм пăрапа.

Питĕрсе ялан эп çÿрĕп

Икĕ пысăк çăрапа.


Тутлăн çывăрăп пĕр шиксĕр,

Машин канĕ гаражра...

Ĕмĕтсем çапла пĕр чиксĕр

Çуталаççĕ малашра.

2

Пуçăма тин килсе кĕчĕ:

Туянас тесен машин

Района çитме тивет-мĕн,

Черете тăма, эппин.


- Çавнашкал йĕрки, тăванăм, -

Терĕ самăр пĕр тете, -

Акă – хут. Çырса хăварăр,

Эп тăратăп черете.


„Эп машин илесшĕн шутсăр

Çĕннине, çăмăллине.

Черете мана тăратăр”... –

Çыртăм эп çав хут çине.


- Ху пĕлен, черет тени вăл

Яланах куçать хуллен.

Уйăраç сутса памашкăн

Пилĕк-улт машин çуллен.


Черетне ан ман, тархасшăн:

Çĕрмĕш çын пулан, юлташ.

Вăхăт пур укçа пухмашкăн,

Туса ларт унччен гараж.


Халь ăçта вăй-хал хуратăн?

- Ачасем панче, шкулта...

- Выльăхсем панче пулас тăк,

Тен, илеттĕмĕр шута.


Ан кулян, иртет вăл вăхăт,

Халĕ эсĕ - черетре.

Çула май пулсассăн йăпăрт

Кĕрсе тух пĕрре-тепре...


3

Виçĕ çул та ĕнтĕ иртрĕ,

Иртрĕ виçĕ çул тепре.

Çĕрмĕш çын пулса мĕлтлетрĕ

Хушаматăм черетре.


Ĕмĕте çаплах татмарăм –

Пушă лартăр-им гараж?

Района çаплах танккарăм,

Çурранах çитеп вăшт-вашт.


- Çитмĕл çиччĕмĕш халь эсĕ, -

Савăнтарчĕ леш тете.

- Маларах илесчĕ! – тетĕп, -

- Ман укçа та çитетех!


- Кашниех часрах илесшĕн, -

Ман куçран пăхать хуçа, -

Тракторист, кĕтÿç тесессĕн,

Тен, илеттĕмĕр шута.


Депутат та мар-и эсĕ?

Тен, парторг бригадăра.

Тĕрĕснех каларăм эпĕ:

- Суйламарĕç-çке, ара.


- Халăхшăн ĕçлес теместĕр,

А сире машина пар...

- Ахале ыйтмастăп эпĕ,

Укçалла эп, ахаль мар.


- Укçапа! Укçа мĕскер вăл?

Чыс-хисеп сумра паян.

Сарлака Тăван çĕршывăм

Сан укçусăрах пуян, -


Сăмахне çапла вĕçлерĕ

Черете йĕркелекен,

Яланхи пекех куç хĕсрĕ:

- Тух çапла кĕркелесе.


***

Пит нумай эп уçса хупрăм

Çавă пуçлăх алăкне,

Кашнинчех пĕр нимсĕр тухрăм –

Çÿрени ман кăлăхах.


Сарă сăрăллă гаражăм

Алăкне уçмассерен

Туйăнса каять каланăн:

„Эс машин хăçан илет?”


- Илмеллех, - пуплетĕп эпĕ,

Утнă май гараж тавра.

- Пит хуллен куçать черечĕ,

Çирĕм çын халь ман умра.


Çапларах куçса пырсассăн

Тепĕр виç çул хушшинче

Лармаллах машинăм манăн

Çак гаражăн ăшĕнче.


- Кĕç машинăллă пулатăн, -

Ăмсанаç туссем мана...

Кăрлачра аçа шартлатнăн

Урчĕ кайрĕ самана.


„Перестройка! Перестройка!” –

Ян янрарĕ çĕршывра.

Унта çитрĕм, кунта чупрăм:

- Укçуна, - теç, - ан шыра.


Машина илес нухратăм

Вĕçнĕ манăн çÿп пулса.

Нимĕскерсĕр тăтăм юлтăм,

Пĕç çапса, сухал шăлса.


Кермен пек ларать гаражăм

Лапчăк çуртăм çумĕнче.

Пушă мар текех ун ăшĕ,

Тем те пур ун ăшĕнче.


Кив çăмат, пушмак та атă,

Çĕтĕк кĕрĕк, тир-сăран,

Хăма татăкĕ те вутă –

Машин çеç пулса курман.


„Ярăнтарăп-ха, шутларăм, -

Хĕрсене эп катаччи”.

Хĕрсем мар, юратнă арăм

Çук, пулмарĕ лартасси.


Ватлăха кĕрсе пыруçăн

Машин тухрĕ асăмран.

Тепĕр чух шутлап хам пуççăн:

„Туянман-ха. Пит аван!”


Черете те халь ырлатăп,

Тав черет çыракана.

Тен, хальччен эп „чуп тăваттăм”

Таçти пĕр-пĕр юпана.


Çул çинче эс тем те курăн,

Сахал мар унта инкек.

Тен, хальччен тухатчĕ курăк

Çăвари тăпрам çине.


Эп капла сывах-ха. Çÿрĕп

Малашне те çуранах.

Шăм-шака эп тытăп тÿрĕ,

Вăй та пур-ха урара.


Йăл кулса аса илетĕп

Кантурти леш черете.

Пăрăнса утса иртетĕп

Машинсен ĕретĕнчен.


Çаплипех ларать гаражăм –

Хăйне евĕр палăк ман.

Çĕнĕрен кăçал сăрларăм,

Алăкне çăра çакман...


1997 ç., утă уйăхĕн 26-мĕш кунĕ.


*маттас – мотоцикл.
Читайте нас: