Василий Сергеевич Антонов – талантлă çын. Вăл Чăваш Республикин профессилле писательсен Союзĕн, Россия писателĕсен Союзĕн членĕ.
Василий Сергеевичăн вуникĕ кĕнеки кун çути курнă. Сăвăсем те, проза та çырать. Вăл çаплах драматургипе те интересленет. Хăй пурăнакан Иглино тăрăхĕнче „Пилеш” ансабль ертÿçи пулса тăрать.
В.С. Антонов Пушкăртстанри Мияки районне кĕрекен Çĕнĕ Хурамал ятлă ялта 1949 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Уфари педучилищĕре пĕлÿ пухнă. Унтан Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт государство институтĕнче куçăн мар вĕреннĕ. Çавăнтан пуçласа вара литературăпа тата поэзипе интересленме тытăннă.
Хастар кăмăллă çыравçа юбилей ячĕпе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, малашне те сăвă-калавпа савăнтарма сунатпăр!
Вулакансене унăн хăшпĕр сăввипе паллаштаратпăр.
Аван-и? – тетпĕр тĕл пулсассăн,
Аван, аван, сыввишĕн савăн,
Айккинелле сир чир-чĕрне.
Янтарь шăрçасемпе мухтаннăн,
Пăхсам, епле таса та тарăн
Пуç тăрринчи сенкер тÿпе.
Çÿрен, кăштăртатса пулсан та,
Туятăн-и, паян, тен, саншăн
Тăкать хăй ылтăнне хĕвел.
Кăвайт пек çамрăклăхшăн ватлăх –
Чупас çĕрте чупрăм, утас çĕрте утрăм,
Мала та тухмарăм, хыçра та шумарăм.
Çынсем урапаллă-çуналлă та утлă
Пулсассăн та эп вĕсене ăмсанмарăм.
Аташрăм та йăнăшрăм – утрăм çапах та,
Хама кирлĕ пек тĕрĕс çул эп суйларăм.
Тухмарĕ ăшран пĕр киревсĕр сăмах та,
Çынна нихăçан та сутмарăм, суймарăм.
Утма çăмăл мар, ах, çул шăтăк та путăк,
Путатăп пĕрре те тепре такăнатăп.
Анчах каялла эп тăвас çук пĕр утăм –
Вăй çитнĕ таран малаллах талпăнатăп.
Çапла – малалла, ĕмĕтленнĕ тĕллевĕм
Ката хĕрринче çутатать, çăлтăр тейĕн.
Утатăп, чупатăп çулла та, хĕлле те –
Хăçан-ши, хăçан ун патне эп çитейĕп?
Тавах Пÿлĕхçе – Вăл мана вăй-хал пачĕ.
Ăмсаннă çут çăлтăр паян аллăмрах ак.
Çитес çĕре çитрĕм, тĕллев пурнăçланчĕ,
Вĕçне тухиччен çак çула эп пăрахмăп.
Юрлас килсессĕн – шăрантар
Ташлас килсессĕн – яра пар
Вут-хĕм сапса, аçа çаптар,
Çырас килсессĕн – шăрçала
Сăнар та тĕслĕх пурнăçран