Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
22 Кӑрлач 2019, 16:09

Тавçăруллă арăм

"Ирĕклĕ саманара хĕр парасси пушшех йывăрланчĕ. Пулас кĕрĕве вăлтана мĕнле çаклатмалла-ши? Тен, эсир пĕлетĕр, тархасшăн пулăшăр-ха."

Эх, тĕнче! Арман чулĕ пек хăлтăртатса çаврăнать вăл. Паян капла, ыран мĕнле-ши? Улшăну хыççăн улшăну, ниепле те ĕлкĕрсе пыма çук. Ĕнер кăна çак вырăнта нимĕн те çукчĕ, паян - лавкка ларать. Сутуçисем тата мĕнлерех? Пикесен конкурсĕ те лавккарах, пĕри тепринчен хитререх. Ăçтан килсе тулнă вĕсем, мур илесшĕ? Шупашкарта ахаль те хĕрарăм нумай теççĕ. Ял хĕрĕсем пурпĕрех кунталла талпăнаççĕ, хула хĕрĕсен çулне пÿлеççĕ.
Арçын ачаллисемшĕн çакă пĕртте япăх мар-ха. Темшĕн-çке ман арăм хĕрачасăр пуçне урăхла ача çуратма пĕлмест. Пĕр енлĕ специализаци – хĕр хыççăн хĕр. Малтанхи çуралсан кăмăлăм йĕркеллехчĕ, арăм та хытă мухтарĕ: «Хĕрача валли чусти те высший сорт кирлĕ», - терĕ.
Иккĕмĕш хыççăн арçын ача çуралать пуль тенĕччĕ. Çук, ăнмарĕ. Тăваттăмăшĕ те çаплах. Тепĕр тесен, хĕрача та çынах-ха, анчах хушаматăма тăсаканскер мар. Золотовсем вĕт-ха эпир. Ылтăн йăх тесен те юрать. Нивушлĕ вара хушаматăм та хампа пĕрлех çухалĕ?
Пĕчĕк чух – пĕчĕк хуйхă, пысăк чух – пысăкки тенĕ пек, каллех пуçа ватма тивет. Пирĕн халь виççĕмĕшне качча памалла. Мĕнле вырнаçтарас-ши? Арăмпа иксĕмĕр те шанăçа çухатрăмăр. Питĕ вăхăтра тумалли ĕç вĕт-ха вăл. Çапах та арăмах шанас килет, ун Турă панă талант пуррине пĕрре кăна курман.
Мĕнле талант тетĕр-и? Çук, пытармастăп, кунта нимле вăрттăнлăх та çук.
Ун чухне аслă хĕрĕм институтра вĕренетчĕ. Юлташĕсем пирĕн пата тăтăшах кĕрсе çÿретчĕç. Паллă ĕнтĕ, студентăн яланах çиес килет. Арăм вара ÿркенместчĕ, кăмăлпах хăналаса яратчĕ. Юлашки курсра чухне хĕрĕн çуралнă кунне юлташĕсене чĕнсех паллă тăвас терĕмĕр. Кĕçĕннисене кукамăшĕ патне ăсатрăмăр та хатĕрлентĕмĕр. Каçа хирĕç лешсем шăкăрин пуçтарăнчĕç, ĕçрĕç, çирĕç, савăнчĕç, ывăниччен ташларĕç. Ак, тамаша, килелле саланма тытăнсан пĕр каччи ура çине тăраймасть, ытларах сыпнă курăнать. Йÿçĕ шĕвек такама та парăнтарать иккен, тĕреклĕскернех авса антарнă.
Пурте кайма хатĕр, ку вара çаплипех диван çинче ларать, куçне те уçаймасть. Юратнă хĕрĕ те кунтах иккен, йăлăнса чĕнсен те, çĕклесе тăратма хăтлансан та каччă хăйне алла илеймерĕ.
- Чимĕр-ха, кун пек ÿсĕрпе общежитие пырса кĕни никама та чыс тăвас çук, - пуçларĕ арăм. – Кăштах урăлсан машинпах леçсе ярăпăр. Ашшĕ, эсĕ хирĕç мар пуль? – терĕ ман çине пăхса илсе.
Хĕрĕм ыттисене ăсатма тухсанах арăм сĕннипе хайскерне çипуçне хывсах çывăрмалли пÿлĕме кĕртсе вырттартăмăр.
- Лайăх вĕренекенскер тетчĕç мар-и? Пăхма та илемлĕскер, çамрăклах çапла ĕçсен малашнехи шăпи мĕнлерех пулĕ-ши? – терĕм пÿлĕмрен тухсан.
- Ÿсĕр мар вăл, шампански çине çывăрттаракан эмел ярса патăм ăна, - пĕлтерчĕ арăм.

Шăп çав самантра хĕрĕм кĕчĕ те лешĕ çуккине асăрхарĕ. Анчах арăм ăна сăмах чĕнме памарĕ.
- Хĕрĕм, кĕçех институт пĕтеретĕн, сан халь мăшăр тупмалла, пулас упăшку вара вырăну çинчех. Хывăн та юнашар кĕрсе вырт! – татса каларĕ хыттăн.
Вăл мĕншĕн çине тăнине тинех тавçăрса илтĕм. Хĕрĕм тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ, ятлаçма тытăнчĕ, каччăн юратнă хĕрĕ пуррине аса илтерчĕ.
Арăм ун сăмахне итлесе те тăмарĕ, ăна вăйпа тĕксех каччă патне кĕртсе ячĕ.
Ирхине вара кĕрÿ тесе чĕнме тытăнтăмăр. Малтан вăл çак хисеплĕ ята шÿтлесе калани вырăнне кăна хучĕ, тумланчĕ те пирĕн хушăра нимĕн те пулман тесе тухса кайма тăчĕ. Çав самантра ман арăм леш пÿлĕмрен юнпа вараланнă простыне саркаласа тытса тухрĕ те: «Çакна куратăн-и? Эсĕ пирĕн хĕре мăшкăллани çинчен ректора тата милицие пĕлтерсен хăвна мĕн кĕтнине чухлатăн-и?» - терĕ. Каччă тинех парăнчĕ, кĕрÿ сăмаха йышăнчĕ.

Тĕлĕнетĕп арăмран, тахăш вăхăтра шурă простыне юнлă какайпа варалама ĕлкĕрнĕ те. Мĕн каламаллине те пĕлет вĕт-ха. Арăмăн усси пурах çав.
Иккĕмĕш хĕрĕме вырнаçтарнă чухне те вăлах майне тупрĕ. Юрать-ха вăл пур. Тÿрех калатăп, пĕр килти ачасем те пĕр пек мар. Иккĕмĕшĕ пачах та аппăшне хывмарĕ, артистка пулатăп тесе юрлассине, ташлассине мала хучĕ. Концертсене, турист шучĕпе походсене çÿреме юрататчĕ. Çи-пуçне çеç мар, каччисене те ылмаштарсах тăратчĕ. Анчах темшĕн хĕрĕме мăшăрланма сĕнекенни çукчĕ.
Пĕррехинче арăм мана тепĕр пÿлĕмрен хытă кăшкăрсах чĕнсе илчĕ. Хăй хĕрĕм похода кайма хатĕрленĕ уçă рюкзак умĕнче тăрать.
- Кур-ха, мĕнле тĕплĕн хатĕрленнĕ вăл, - терĕ мана пĕр пĕчĕк япала тыттарса.
- Мĕн вара ку? – тетĕп çавăркаласа пăхса.
- Ним пĕлмен пек калаçса ан тăр-ха, ар хатĕрĕн çÿхе кĕпи вăл, - пĕлтерчĕ арăм. – Походра чух усă курма чикнĕ ĕнтĕ.
Ав мĕнле иккен, ахальтен мар çĕр каçмаллах çÿреççĕ, палаткăра çывăраççĕ. Тепĕр тесен çие юласран хăйне сыхлануллă тытни япăх мар.
- Чиксе хур виççĕшне те, - сĕнтĕм арăма.
- Тен, урăхла тăвăпăр, похода чĕнекенни япăх çын мар вĕт, - пĕлтерчĕ хушаматне асăнса.
- Мĕн пирки вара эсĕ? – тетĕп.
Арăм шкапран йĕп илчĕ те лешсене виççĕшне те чиксе шăтарчĕ. эпĕ тытса тăраканни пултăм.

Çак ĕçĕн палли тепĕр уйăхранах сисĕнчĕ. Çие юлнине пĕлсен хĕрĕм аптраса ÿкрĕ, каччине те каласа пăхрĕ, анчах лешĕ мăшăрланас пирки шарламарĕ тет.
Мĕн тăвас тен, ирĕксĕрех каччăн ашшĕне шырама тиврĕ. Советсен çуртĕнче завхозра ĕçлет иккен. Паллашрăмăр. «Кĕçех асатте пулса тăрăн ак», - тесен хирĕçсе кайрĕ, ман хĕрĕме ятлаçма пуçларĕ. Вара чăтса тăраймарăм, арăм хушнă пек: «Тавлашар мар, хыпара парткома çитерсе шăв-шав çĕклесен ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ», - терĕм. Калаçу тинех йĕркене кĕчĕ, пĕрне-пĕри кăмăллăн алă парсах уйрăлтăмăр. Каярах вара çамрăксене туй тусах пĕрлештертĕмĕр. Паян та йĕркеллех пурăнаççĕ. Ачи те аванах ÿсет.
Халĕ вара виççĕмĕш хĕрĕм валли мĕнле мел тупмалла-ши? Парткомсемпе райкомсем те çук. Комсомолĕ те саланса кайнă. Ирĕклĕ саманара хĕр парасси пушшех йывăрланчĕ. Пулас кĕрĕве вăлтана мĕнле çаклатмалла-ши? Тен, эсир пĕлетĕр, тархасшăн пулăшăр-ха. Кĕçĕнни те кĕçех кĕçĕнме пуçлать пуль ĕнтĕ. Ах, ку хĕрсемпе...
Читайте нас: