Эп Çĕнĕ çулта çуралнă. Пĕр харăсах икĕ уяв темелле. Анчах темшĕн çак кун мана пĕрре те савăнăç кÿмест. Иккĕнех кĕтсе илетпĕр Çĕнĕ çула. Хăш чухне, укçа илнĕ кун, упăшкам киле те килмест. Пĕр-икĕ кунтан пĕр пуссăр таврăнать. Чĕлĕм тĕпĕсене пуçтарать, сахал калаçать. Кăçал пушшех тĕлĕнтерчĕ. Эп ăна пасара апат-çимĕç туянма ятăм. Вăл мĕнпур укçипе мана валли пĕр çĕклĕм чечек йăтса килнĕ. Хваттере кĕнĕ-кĕмен мана чечек айне турĕ. Эпĕ пĕрре урайĕнче йăваланакан хĕрлĕ розăсем çине, тепре ун çине пăхса тăратăп. Пĕр чечекĕ, ĕненетĕр-и, аллă тенкĕ тăрать. Килте ним çимелли çук, вăл пур... Унччен те пулмарĕ мана тепĕр парне кăларса тыттарчĕ. Мĕн тетĕр-и? Искусствăллă чĕрне! Эп, чечек айне путнăскер, тĕлĕннипе куçа чарса пăрахрăм. Çийĕнчен укçа парсан та кирлĕ мар-çке вăл мана!
- Ку чĕрнесемпе мĕн тумалла? – тесе ыйтатăп чĕтрекен сасăпа.
- Эсĕ каçхи сменăран таврăннă чухне сана вăрă-хурахсем тапăнма пултарççĕ, çак чĕрнепе куçĕсене тÿрех чавса кăлар! - терĕ.
Малтанах вăй пĕтсе кайрĕ, унтан тавлашса кайрăмăр. Сăмах çине сăмах. Мĕн тетĕр, вăлах тĕрĕс.
- Мана ăшă сăмах калас вырăнне ятлаçма пуçларăн! Совеç те çук санăн, - тет.
- Сан пек ухмах кам пур? – тетĕп.
- Эпĕ лайăх пулăтăр тесе тăрăшап, сана нихăçан та юрама çук! – тесе кăшкăрать. ‚нтĕ Çĕнĕ çул та çитет, сĕтел çинче ним çук. Ним те çук тесен тĕрĕсех те мар-ха, шывпа пĕçернĕ рис, тăварланă хăяр пур. Хирĕçÿ вăйлансах пырать, ниепле те чарăнаймастпăр.
- Саншăн пĕтĕм укçана пĕтертĕм, спаççип каламастă-ăн! – тет.
Шутларăм-шутларăм та, капла май çук. Ку этеме ăçта та пулсан илсе тухса каяс терĕм. Çур литр чикрĕмĕр те асар-писер, çил-тăвăллă çанталăка пăхмасăрах хамăрăн ĕлĕкхи тус-юлташсем патне тухса кайрăмăр. Вĕсем «засыпушкăра» пурăнаççĕ. Тен, пĕлетĕр те пуль: «Энергозапчасть» тĕлне çитсен троллейбусран тухмалла, унтан çул урлă каçса сулахаялла пăрăнмалла. Урам тăрăх чылайччен утмалла, вара тин пусма тăрăх анмалла, сылтăмалла каякан çулпа рельсă тăрăх утсан-утсан пĕр чăнкă çырма тĕлне çитмелле. Çав çырма тĕпĕнче, юр айĕнче, пысăках мар çурт ларать. Çав çуртăн чÿречисенчен, Çĕнĕ çул çитнине пĕлтерсе, хĕрлĕ-симĕс çутăсем мĕлтлетни курăнать. Тĕрĕссипе вĕсем хăйсен хваттерне ывăлĕпе кинне парса хăварчĕç, хăйсем вĕсен вырăнне куçса килчĕç. Мĕн тăвăн, ачасемшĕн тем те тÿсме тивет.
- Аллуна пар! – тет упăшкам. Хĕрĕнкĕскерне шанас килмест.
Каллех тавлашатпăр. Çырма тĕпне пăхсан чун сÿлетет. Картлашка пеккисем пур-ха, анчах ăнсăртран ура шуса кайсан...
- Пар тенĕ аллуна! – кăшкăрать ман арçын. Эп çăвар уçиччен ман алла çăтăрласа тытрĕ те, пĕр-икĕ утăм ярса пусма ĕлкĕртĕмĕр-и, урасем йăр-яр шуса кайрĕç. Кут çине пĕррех кĕрĕслетрĕмĕр. Эх! Пыратпăр сирпĕнтерсе! Вăл маларах, эп каярах. Ай-тур-тур! Чикĕн-макĕн кĕмсĕртеттерсе мĕнле анса кайрăмăр... Хайхи çырма тĕпĕнчи çурт умне çитсен тÿрех шур юр ăшне пашлатрăмăр. Пĕр самант анкă-минкĕленсе выртсан аран-аран йăранланкаласа, тăват уран упаленкелесе тăтăмăр, пĕр-пĕрне паллаймастпăр. Ман пуçри калпак таçта ÿксе юлнă, уяв кĕпи пальто айĕнчен сĕтĕрĕнет. Пальтон пĕр тÿмми те çук. Ман арçынккан малти шăлĕ тухса сирпĕннĕ пулмалла, юнлă сурать. Пуçĕнчи çĕлĕкĕ пĕр çĕрте выртать-ха, уринчи пушмакĕ вара ниçта та çук. Ăна шырама пикентĕмĕр. Ури шăнса хытрĕ, юр çинче хăрах уран мулкач пек сиккелет. Мĕн тетĕр, каллех эп айăплă. Каллех вăрçса кайрăмăр. Пÿртре купăс сасси, хăнасем юрлани-ташлани илтĕнет. Ман арçын «вашу мать!» кăшкăрать... Унччен те пулмарĕ, пÿртрен пĕри вирхĕнсе тухрĕ, çурт хыçне кайма тăнăскер, пире курах кайрĕ.
- Хура-а-х! Бомжсем пире çаратаççĕ! – тесе кăшкăрса ячĕ. – сысна вăрлама килнĕ-ĕ!
Кĕçех тата иккĕн чупса тухрĕç. Ак пуçларĕç пире ислетме! Ман упăшкан ĕнселеççĕ те ĕнселеççĕ. Эп хăвăртрах юр ăшне пуç хĕрлĕ чăмрăм. Хама кирек мĕн туччăр, пуç сывă юлтăр терĕм-ши?! Ман урари атта хыврĕç илчĕç.
- Колготки с начесом! – хĕпĕртесех кăшкăрса ячĕ пĕр пьянчужки. – О, как рас мана валли ку, вĕр çĕнĕ!
Унччен те пулмарĕ, ман кутри йĕме те хывса илчĕç. Пĕри тата, юриех манран мăшкăлласа, мана çара купарчаран çат-çат-çат! Тутарать. Ах, анчах, ăçта пуçа чикрĕмех! Выртатăп юр ăшĕнче çара урасене тăраткаласа. Пире тапаççĕ те чышаççĕ...
Юрать-ха шăв-шава илтсе хуçисем тухса пăхрĕç. Пире аран-аран палалса илчĕç. Унсăрăн, ÿсĕрскерсем, кăнтса та хуртчĕç пуль. Пире пÿрте сĕтĕрсе кĕчĕç. Пуçĕсене енчен-енне суллаççĕ. Пĕр шеллесе те пĕр тĕлĕнсе, аллисене шарт та шарт çапаççĕ, каçару ыйтаççĕ эсрелсем. Эпир ниепле те тăна кĕрсе çитейместпĕр. Эп симĕс чăрăш умне тĕшĕрĕлтĕм, сăмсана нăш! Туртатăп. Пире эрех параççĕ, саккускă хыптараççĕ... Хама шелленипе куççулĕм юхма чарăнмасть. Ман çуралнă куна аса илчĕç ĕлĕкхи туссем, пуçларĕç саламлама! Хăнасенчен пĕри хăйĕн шал тутăрне те шеллемерĕ, ман çурăм çине уртса ячĕ. Тепри шăрçине салтса ман мăй çине çакрĕ. Виççĕмĕшĕ хăйĕн колготкине хывса парать, тепри ăшă шарф парнелет. Ыттисем кĕсйисенчен хут укçасем кăларма тытăнчĕç. Ман умри стакана купалаççĕ те купалаççĕ...
Хăвăрах шухăшлăр-ха, тăвансем, савăнмалла-и куншăн е макăрмалла-и?