- Ой, Анна. Эсĕ-çке! Сана та саламлатăп! Сывлăх пултăр. Ытти тарама...
- Ачусенчен телей кур, мăнукĕсенчен ырă кур! Лайăххи кăна пултăрччĕ.
- Ачасенчен кĕтсе илеес çук-ха. Ăçталла çул тытрăн?
- Çĕнĕ çула кĕтсе илме васкатăп эпĕ. Хĕрĕмпе кĕрĕве иккĕшне çеç хăварас терĕм. Кăркка пусрăм. Хуплу пĕçерсе кăлартăм. Сăра та вĕретрĕм. Ара, Çĕнĕ çул каçĕ пурте пултăр терĕм. Ай-яй, веç ăшша пиçрĕм мар-и... Паян кунĕпе ларса канма вăхăт та пулмарĕ, ачасем савăнччăр, вĕсене лайăх пултăр тетĕп-çке. Эсĕ тата?..
- Эпĕ те уява кайма тухнă-ха. Мур илесшĕ... Таçта каяс? Те тăхлачă патне, те Виталий Иванччăсем патне? Тĕрĕссипе, манăн килтех ларас килетчĕ, çын патне тухас кăмăлăм çукчĕ те çав. Кинпе ывăл кăларса ячĕç. Йăпăлтатсах. "Анне, килте ан ла-ар. Анне, ура утнă чухне кай, çÿре, савăн!" - терĕç. Ых, так аха-аль!
- Эй, тупнă... Çамрăксем савăнччăр ĕнтĕ. Мĕн, вĕсен шутсăр пирĕнпе ларас килет тетĕн-и? Хăв çамрăк пулман-и?
- Кин чее. Эпĕ каясса пĕлсен сĕтел çине тем те хатĕрлесе лартрĕ. Пĕтĕм укçана пĕтерчĕ. Хăйне валли веç туянчĕ: атти, кĕпи, шĕлепки, вăрăм халатти, витĕр курăнакан труççи...
- Туянаççĕ çав вĕсем, çамрăксем. Пирĕнтен ыйтса тăмаççĕ. Мĕн тăвас, вĕсене пурте кирлĕ.
- Ман ывăлăн пĕр кивĕ куртка пур та тепĕр кивĕ çĕлĕк. Пушмакки кивелсе кайнă. Ăна, ухмаха, ним те лекмест. Ывăлăм ниçта та ĕçлемест те ĕнтĕ. Ах.
- Мускава кайман-и? Халь пурте унта каяççĕ-çке?
- Çук. Мускава кайса "песплатнă" ĕçлесе килчĕ. Тек каймасть. Кин ямасть.
- Итле-ха, Валя, атя манпа.
- Ăçта пултăр? Хăйматлăхсем патне. Питĕ аван пулать. Чăнах, ара, атя.
- Лайăх мар пуль? Манăн каçунка пур-ха та. Кунтах, кăкăр тĕлĕнче. Ăшах.
- Хăйматлăхусем тĕлĕнеççĕ пуль?
- Тупнă тĕлĕнмелли. Эпир пушă алăпа пырса кĕместпĕр-иç? Вĕсем кăçал хăна пуçтараççĕ. Иккĕшĕ те пенсие тухнă ятпа. Кулса вилетĕн. Манран çамрăкрах-ха вĕсем. Виçĕмкунах шăнкăравлаççĕ ман пата: "Хăйматлăх анне! Эпир пенсие тухрăмăр. Малтанхи пенси укçипе усă кураймарăмăр", - теççĕ. Итлетĕн-и?
- Ăна каламарĕç-ха. Чисти кулăшри пек, илтнĕччĕ-ха, хăлхана кĕнĕччĕ. "Укçине арăм пытарса хунă, кайран манса кайнă, ниçта та тупаймарăмăр. Пĕтрĕ тесех шухăшланăччĕ - тупăнчĕ! Укçи йăлт кăвакарса кайнă, ăна срочнă çумалла!" - теççĕ.
- Укçи ăçта пулнă-ши вара? Интереслĕ.
- Кăвакал хырăмĕ ăшĕнчен тупнă. Çĕнĕ çулта кăвакал пăшăхлама тытăннă хайхи, хырăмĕ ăшне панулми хурас тесе пăхаççĕ - унтан укçи тĕрки сиксе тухать. Тĕлĕнмелле вĕт?!
- Ак телей! Çĕнĕ çула валли - как рас...
- Телей пулмасăр. Вăт. Халь пĕрле кайăпăр, Çĕнĕ çул кăвакалĕ çиме.
- Кайсан лайăх-ши, каймасан лайăх-ши?
- Мĕн шухăшласа тăмалли унта? Атя! Вĕçтертĕмĕр! Пĕрле пĕрре те начар пулмĕ. Веççолăрах та пулĕ.
- Кайрăмăр эппин. Маншăн пурпĕрех.
- Атя, васкар. Вуниккĕ çитет. Чупар-и?
- Чупар! Асту, такăнса ан ÿк, ытла васкатăн!
- Ай-яй! Хĕл Мучи Çĕнĕ çула васката-ать! Укçалла кăвакал кĕте-е-ет! Çĕнĕ çул çите-ет!!!