Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
1 Декабрӗн 2018, 21:33

Халĕ кĕнекере те

Уфари издательствăра Мичурин ячĕллĕ миллионер колхозăн унчченхи председателĕн В.А. Алексеевăн кĕнекине пичетлесе кăларнă

Тăватă çул каялла район хаçачĕн страницисенче Мичурин ячĕллĕ миллионер колхозăн унчченхи председателĕн В.А. Алексеевăн асаилĕвĕсене пичетлесе кăларнăччĕ. Вĕсене ун чухне аургазăсенчен нумайăшĕ хак пачĕ.
Унта вăл ял, колхоз пурнăçĕ, ĕçĕ, çыннисем çинчен каласа панă. Çавă совет вăхăтĕнчи пурнăçа сăнласа пани кăна мар, пулса иртекен событисем пирки шухăшсем те, çĕнĕрен хак пани те. Виталий Арсентьевичăн асаилĕвĕсем социализмлă обществăра мĕн пуррине, колхоз тытăмĕн лайăх енĕсемпе кăлтăкĕсене, çав çулсенчи политикăна мĕнле ирттернине тата нумай ыттине уçса параççĕ. Вăл - сайра тĕл пулакан сведенисен тата пурнăç ăслăхĕн "çÿпçи", историне хăй ятĕнчен каласа парса, унпа автор пире паллаштарать.
Халĕ кăмăл тăвакансем колхозăн паллă председателĕн мемуарĕсене кĕнекере вуласа пĕлме пултараççĕ. Нумаях та пулмасть Уфара, «Диалог» издательствăра, тĕрлĕ çулсенчи фотоÿкерчĕксемпе илемлĕ иллюстрациленĕ «Россыпи золотые, крестьянские» ятпа кĕнеке пичетленсе тухнă (сăмах май, пирĕн хаçатра та – вырăсла версийĕнче - çав ятпах пичетленнĕччĕ). Хăшпĕр вырăнта автор пысăк мар хушăмсем тата улшăнусем кĕртнĕ. Тĕпрен илсен вара, текст унчченхи пекех юлнă. Кĕнекере сакăр сыпăк. Вĕсенче вăхăтăн сулмаклă тапхăрĕ: коллективизаци ирттерни çинчен ачалăхри асаилÿсенчен пуçласа пĕтĕмпех улăштарнă 90-мĕш çулсем таран. Кĕнеке районăн документлă летопиçĕнче, пĕр иккĕленÿсĕр, тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Шел, кĕнеке тиражĕ пысăк мар, 50 экземпляр çеç.
Октябрь уйăхĕнче Виталий Арсентьевич 87 çул тултарнă. Автора, ятсумлă ветерана, çирĕп сывлăх тата творчествăлла çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр!
Читайте нас: