Николай Петрович çак ĕçре хĕрĕх ытла çул вăй хунă, вĕсенчен 39 çул тăршшĕне Меселпуçĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕ пулнă. Аургазăри ветеринари станцийĕн руководстви çÿллĕ шайри профессионализмне, çине тăнине, ашшĕ-амăшĕ ачаран чĕрчунсене юратма вĕрентнине палăртса, Н. Ивановăн ĕçне пысăк хак парать. Амăшĕ, Клавдия Максимовна, пурнăçĕ тăршшĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç сферинче доярка пулса ĕçленĕ. Николай мĕн ачаранпа выльăхсен туртăмĕсене пĕлнĕ, фермăра нумай вăхăт ирттернĕ. Çакă пулас профессине суйласа илесси çине витĕм кÿнĕ. Вăл Стерлитамакри совхоз-техникумăн ветеринари уйрăмне пĕтернĕ. Тăван Мичурин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă. Анчах часах ăна сроклă служба иртме çара илсе каяççĕ. Службăра пулнă хыççăн вăл каллех тăван ене таврăнать, ветеринари техникĕ пулса ĕçлеме тытăнать.
Çавăн пек аякри 1974 çулта Николай Ивановăн професси карьери пуçланать. Унăн пĕтĕмпех малта пулнă-ха: чирлĕ выльăхсемпе юнашар ыйхăсăр каçсем, ветеринари процедурине ăнăçлă ирттернинчен савăнăç, чир тата вилĕм ветеринари наукине çĕнтернĕ чухне нимĕн те тăвайманнипе хурлану. Анчах чи кирли - ветеринари службине хăйĕн пурнăçĕн 42 çулне парасси, ĕçтешĕсен пысăк хисепне тивĕçесси, ялйыш, ентешĕсем чунтан юратасси çинчен çамрăк ветеринар ун чухне шухăшлама та пултарман. Çамрăк специалистăн яваплăхĕ, принциплăхĕ, тирпейлĕхĕ тата тĕллев патне ăнтăлни тимлĕхсĕр юлман. Малтан ăна ветеринари техникне уйăрса лартнă, унтан ветеринари участокĕн заведующине.
Ĕç нумай пулнă, талăк тăршшĕпе ĕçленĕ. Вăл вăхăтра колхозра ĕне, сысна, выльăх самăртмалли фермăсем нумай пулнă. Çирĕп кăмăллă, ĕçчен çамрăк çын çакăн пек нагрузкăпа ĕçлеме пултарнă, аслă ĕçтешĕсенчен майĕпен опыт пухнă. Кирек хăш ялта та ветработника ял çыннисем уйрăмах хисеплеççĕ. Вăл ветучасток заведующийĕ пулнă кăна мар, пĕр вăхăтрах „Таштамак” СПКра, Никитин ячĕллĕ ОООра, Мичурин ячĕллĕ колхозра та ĕçленĕ.
Мĕнпур çулсем тăршшĕне унăн ĕçĕнче чи кирли – выльăхсене юратни пулнă, тав туса аллинчен çуласа илнĕ ĕне тата хуçасен хаваслă сăн-пичĕ ĕçшĕн хаклайми парне пулнă. Чĕрчун хăйĕн чирĕсем çинчен каласа параймасть. Çавăншăн вăл врачăн кăмăл-туйăмне туять.
Иванов ветеринарăн пурнăçĕнче пĕтĕмпех пурнăçланнă. Çурт, йывăç лартнă, тăватă ачи те пĕлÿ илнĕ, пурин те хăйсен пурнăçĕ. Мăнукĕсем савăнтараççĕ. Яланах юнашар тĕплĕ арăмĕ, Клавдия Николаевна, пĕрле вĕсем çур ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Арăмĕ хăйĕн пĕтĕм ĕçлĕ пурнăçне колхозра пахчаçимĕç ÿстерессине халалланă. Хăй вăхăтĕнче мичуринсем сухан нумай çитĕнтернĕ.
Николай Петрович пурнăçра мĕнпурне те хăй, хăйĕн вăйĕпе çеç тунă, çаврăнса пăхсан, унăн мăнаçланмалли пур. Ăна пĕлекенсем пурте Красный Восток ялĕнче çуралса ÿснĕскере уйрăмах йĕркеллĕ çын тесе шутлаççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа тата нумай çул тăршшĕне ĕçленĕшĕн Н. Иванова „Ĕç ветеранĕ” ят панă, Ветеринари управленийĕн тата район Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Çак кунсенче пысăк награда – РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне илнĕ. Нумаях та пулмасть Николай Петрович тивĕçлĕ канăва кайрĕ. 69 çулта та вăл хастар, яланах автомобиль рулĕ умĕнче. Нумай çул тăршшĕне вăй хунăшăн ăна тав тăватпăр. Тата вăрах вăхăта активлă пурнăç тата ырлăх-пурлăх сунатпăр.
районти ветеринари станцийĕн начальникĕ.