Ытти çул республика шайĕнче ирттернĕ пулсан, 2020-мĕш çулта ЧНК культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» поектпа килĕшÿллĕн, регионсен шайĕнче иртнӗ фестиваль. Чăваш Ен тулашĕнчи 7 республикăпа облаçри ентешсем çак уявра хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Республикинчи 7 районтан тата Шупашкар хулинчен 5 учреждени хутшăннӑ. Çак пĕлтерĕшлĕ фестивале культура комитечĕн пайташĕсем Надежда Викторовна Васильева, Алиса Александровна Лукина тата Эльвира Викторовна Альмешкина хореографсем йĕркелесе пыраççĕ. Кăçал фестивале çак ушкăнсем хутшăннӑ:
1) «Виçтÿпе çăлтăрĕсем» тĕслĕхлĕ хореографи ушкăнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пишпÿлек районĕ. Ертÿçи: Игнатьева Ирина Васильевна.
2) «Илемпи» вокалпа театр студийĕ. Пушкăрт Республикинчи Аургазӑ районĕ. Ертÿçи: Ефимова Олеся Вениаминовна.
3) «Настроение» ансамбль. Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулинчи №36 ача сачĕ. Ертÿçи: Герасимова Мария Александровна.
4) «Серпантин» ташă ушкăнĕ. №37 ача сачĕ. Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хули. Ертÿçи: Имакова Рита Асгатовна.
5). «Незабудки» хореографи коллективĕ. Тутар Республикинчи Нурлатри ÿнер шкулĕ. Ертÿçи: Хворостьева Надежда Николаевна.
6)«Мерчен» чăваш ташă ушкăнĕ. Тутар Республикинчи Пăлхар хулинчи Антонов ячĕллĕ шкул. Ертÿçи: Аптрейкина Татьяна Владимировна
7)«Мерчен» ташă ушкăнĕ. Тутар Республикинчи Пăлхар хулинчи Антонов ячĕллĕ шкул. Ертÿçи: Аптрейкина Татьяна Владимировна.
8) «Чĕкеç» ташă ушкăнĕ. Тутар Республикинчи Пăлхар хулинчи Антонов ячĕллĕ шкул. Ертÿçи: Аптрейкина Татьяна Владимировна.
9) Туслăх çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ. Тутар Республикинчи Набережные Челны хули.Ертÿçи: Кондюкова Елена Львовна.
10) Чăваш наци культурине аталантаракан «Çăлкуç» центр. Нефтеюганск районĕ. Тюмень облаçĕ. Ертÿçи: Алексеева Лариса Николаевна.
11) «Кевер» хореографи ансамблĕ. Питĕр хулинчи чăваш наци культура автономийĕ. Ертÿçи: Федоров Ян Юрьевич.
12) Соловьева Александра Сергеевна. Ленинградская облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕ.
13) «Гармония» ташă ушкăнĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕ.
14) «Преображение» хореографи ушкăнĕ. Иркутск тăрăхĕнчи «Юлташ» чăваш наци культура автономийĕ. Ертÿçи: Постникова Алена Николаевна.
15)«Коляда» ансамбль. Иркутск тăрăхĕнчи «Юлташ» чăваш наци культура автономийĕ. Ертÿçи: Асламова Татьяна Владимировна.
1) «Пилеш» халăх ташши ушкăнĕ. Элĕк районĕнчи Культура çурчĕ. Ертÿçи: Ефимова Лилия Витальевна.
2). Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ. Ертÿçи: Квасова Надежда Валерьевна.
3). «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ. Комсомольски районĕнчи пĕрлештернĕ клуб тытăмĕ. Ертÿçи: Павлов Владимир Павлович.
4). «Девчата» ташă ушкăнĕ. Муркаш районĕнчи Ярославка ялĕнчи культура çурчĕ. Ертÿçи: Волкова Полина Геннадьевна.
5). «Сывлампи» фольклор ушкăнĕ. Муркаш районĕнчи Кадикасси ялĕнчи культура çурчĕ. Ертÿçи: Кондукторова Надежда Максимилияновна.
6) Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнчи ташă ушкăнĕ Ертÿçи: Данилова Алина Николаевна.
7) «Калинка» тĕслĕхлĕ халăх ансамблĕ. Муркашри ÿнер шкулĕ. Ертÿçи: .Петрова Ирина Васильевна.
8) «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ансамблĕн ташă ушкăнĕ. Муркаш районĕнчи Москакасси культура çурчĕ. Ертÿçи: Петрова Ирина Васильевна.
9). «Сурпан» ташă ансамблĕ. Шупашкар районĕнчи Мошкассинчи культура çурчĕ. Ертÿçи: Васильева Надежда Викторовна.
10) «Шордан» халăх фольклор ушкăнĕ. Шупашкар районĕнчи Кодеркасси фольклор çурчĕ. Ертÿçи: Михайлова Надежда Николаевна.
11) «Саванăç» хореографи ушканĕ. Етĕрнери А.В.Асламас ячĕллĕ ÿнер шкулĕ Ертÿçи: Васильева Роза Калистратовна.
12) «Сывлампи» фольклор ушкăнĕ. Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчи Культура çурчĕ. Ертÿçи: Ефимова Татьяна Николаевна.
1). Шашкина Инесса Николаевна.Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледж.
2). «Нарспи» клуб çумĕнчи «Сарпике» ташă ушкăнĕ. Ертÿçи: Лукина Алиса Александровна.
3) «Малахит» ача садĕнчи воспитательсен ташă ушкăнĕ. Ертÿçи: Петрова Наталия Александровна.
4).78-мĕш ача садĕнчи ачасен ушкăнĕ. Ертÿçи: Савельева Алина Геннадьевна.
5). 132-мĕш ача садĕнчи ачасен ташă ушкăнĕ. Ертÿçи: Смирнова Наталья Викторовна.
Концерт программинче пурĕ 32 номер пулнӑ. Ташă лартакансем кашниех чăваш ташшине хăйне майлă, хайĕн стилĕпе калăпланă. Профессионал балетмейстерсен вара чăваш халăх кĕввине тарăн ăнланни, хусканусене сăпайлă та пĕлсе усă курни ташăсенче уççăн палăрчĕ. Кунта вара пурне те питĕ кирли, курма кăсăкли, вĕренмелли нумай. Ташăра – несĕлсем хывнă, çĕр-çĕр çул ламран-лама парса пынă йăла-йĕрке ахах-мерченĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç улшăнса пынă май ташă та аталаннă, улшăннă, çапах шăнăрĕ упранса юлнă. Чăваш ташшин илемне, чăннипех вăл пуян пулнине куртăмăр, пĕлетпĕр те. Пирĕн халăхăн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах теççĕ. Чăваш ташши те пуян та тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Унта халăх йăли-йĕрки, ĕç-хĕлĕ, историллĕ кун-çулĕ сăнарланнă. Пирĕн тĕллев: Чăваш ташшин илемне,ÿнерне, культурине аталантарасси тата упраса хăварасси; ачасен тата çитĕннисен ташшисене халăх умне кăларасси; наци культурине хисеплеме хăнахтарасси; регионсемпе респуликăри ташă ушкăнĕсен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшасси.б