Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
24 Декабрӗн 2020, 14:55

Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ тата «Тантăш» хаçат республика шайĕнчи «Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар тата Пушкăрт республикисен вĕренÿ учрежденийĕсен 2–9-мĕш класĕсенче вĕренекенсенчен 23 ĕç хутшăннă.

Жюри конкурса тăратнă ĕçсене пăхса тухса хак панă. Çамрăк тĕпчевçĕсем ал çырусенче хăйсен хушамачĕ мĕнле майпа пулса кайнине, мĕне пĕлтернине çырса кăтартма пултарнă. Вĕсем пултаруллă ĕçлесе хушамат тытăмĕпе пĕлтерĕшне, мĕнле ятран тухнине, çав пулăм мĕнле сăлтавран килнине уçăмлă ăнлантарса панă.

Хушамат кил-йышпа тăван-хурăнташлăхра паллă вырăн йышăнать. Вăл ашшĕнчен ывăлне, ывăлĕнчен мăнукне, тепĕр майлă каласан – ăруран ăрăва куçса пыракан сăмах. Кашни ача çавна ăнлансах ĕнтĕ хăйĕн хушамачĕ мĕне пĕлтернине, мĕншĕн килĕшнине, унпа мухтаннине, савăннине пĕлтернĕ. Ку çапла пулмалла та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен хушамат пĕр йăхран тухнине кăтартма, çемье историйĕпе йăх-несĕл кун-çулне лайăх пĕлме пулăшать. Чăнах та, хушамат пире вăй-хăват парса тăрать, мăн асаттесемпе асаннесен шанăç-ĕненĕвĕпе пуянланса-çирĕпленсе пырать.

Хушамат пирки тĕплĕн те туллин тата шухăша çыхăнтарса çырнă çĕнтерÿçĕсемпе паллаштаратпăр: Ольга Никитина (Пушкăртстан Республики, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, 9 кл.), Ирина Кошелева (Йĕпреç районĕ, Липовка шкулĕ. 6 кл.), Евгений Алексеев (Йĕпреç районĕ, Пучинке шкулĕ, 5 кл.), Кирилл Аванов (Çĕрпÿ районĕ, Опытнăй шкулĕ, 7 кл.), Инесса Волкова (Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ, 8 кл.), Татьяна Падюкова (Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ, 7 кл.), Анастасия Жирнова (Патăрьел районĕ, Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕ, 7 кл.), Денис Перепелкин (Патăрьел районĕ, Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕ, 5 кл.), Эльвира, Эвелина (4кл.), Милена (6 кл.) Сорокинасем (Патăрьел районĕ, Ыхраçырми шкулĕ), Кирилл Медведев (Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ, 3 кл.).

«Санăн хушамату мĕне пĕлтерет?» конкурса хутшăннă хаклă ачасем тата çĕнтерÿçĕсем! Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те «Тантăш» хаçатпа туслă пулма, викторинăсемпе конкурссене хастар хутшăнма кăмăлпа чăтăмлăх тата ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Хушаматсен чи лайăх та паха тишкерĕвĕсене хаçатра пичетлĕпĕр. Конкурса хутшăннине ĕнентерекен сертификатсене тата çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене тĕпчев ĕçĕнче кăтартнă адреспа (электрон формăпа) ярса паратпăр.

Геронтий Никифоров,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,
жюри пайташĕ
https://vk.com/wall-73439225_5836
Читайте нас: