Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
17 Декабрӗн 2020, 19:30

Эпир пĕрле – вăй

„Салават” ХФХ ООО руководителĕ Василий Федоров интернет-сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе „Регион лидерĕсем” телевидени проекчĕн „Бизнесри çитĕнÿ” номинацинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Республикăра пурăнакан çынсем хăйĕн ĕçĕпе тăван ен историне, аталанăвне витĕм кÿнĕ чи лайăх предпринимательсене, бизнесмен­сене тата общественниксене икĕ эрне тăршшĕне суйларĕç. Юлаш­кинчен конкурсăн 20 финалисчĕ паллă пулса тăчĕ, çав шутра – На­гадакри ялхуçалăх предприятийĕн руководителĕ те.
Василий Иванович, пилĕк пин ытла сасă пухса, хăйĕн категорийĕнче мала тухрĕ. Аургазăсем районăн ялхуçалăх от­расльне тата экономикине пысăк тÿпе хывнăшăн, çаплах ыркăмăллăх ĕçĕшĕн хăйсен ентешне çапла тав турĕç.
- Хисеплĕ туссем тата ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе сÿрĕк мар çынсем пурте! Сирĕн пулăшăвăршăн тата эсир панă сасăсемшĕн пурне те тав тăватăп. Эпир пĕрле – вăй. Пурне те питĕ пысăк тавтапуç! – çырнă Василий Иванович „Одноклассни­ки” соцсетьри хăйĕн страницинче.
Награда панин уявне паян, декабрĕн 18-мĕшĕнче БСТ телека­налпа кăтартĕç. Проект йĕркелÿçи – Пушкăртстан Республикин Пĕчĕк бизнеса пулăшу паракан тата ата­лантаракан фончĕ пулса тăрать, тĕп партнерĕ – „Башинком” компа­ни.
Пĕлтĕр çак конкурсра «Патри­отизм» номинацинче пирĕн ентеш Мидхат Хасанов халăх экологĕ çĕнтернине палăртатпăр.
Читайте нас: