Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
6 Августӑн 2020, 13:40

Уяв йĕркелеме ăста хĕрарăм

Аургазăсем Зинаида Дегтяре­вана культура мероприятийĕсен пултаруллă йĕркелÿçи тата чуна кайса тивекен юрăсем юрлакан пек пĕлеççĕ. Вăл сцена çинче çынсене виçĕ теçетке çул ытла савăнтарать. Иртнĕ уйăхра ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн аллин­чен хăйĕн ĕçĕшĕн награда илнĕ.

- Эпĕ – культура ĕçченĕ, - кам та пулин вăл ăçта ĕçлени çинчен кăсăклансан, çапла мăнаçланса калать Зинаида Петровна. – Манăн профес­си – манăн интереслĕ пурнăç, чун-чĕре тăрăмĕ, хавхалану. Ĕçленĕ çулсенче эпĕ пирĕн профессинче чи кирли юратма пĕлни пулнине ăнлантăм. Ху тăвакан ĕçе юратма, хăвăн ĕçтешÿсене, пархатарлă куракансене юратма пĕлни. Артистсем яланах лайăх кăмăл-туйăмлă, ĕçе хатĕр пулмалла, мĕншĕн тесен пирĕн тĕп тивĕç – çынсене савăнăç кÿресси.
Вăл суйласа илнĕ професси çине çакăн пек пăхса, ăна юратса пурнăçласа, ыттисен чĕрисене ăшăтать, уяв кăмăл-туйăмĕ йĕркелет, илемлĕх тĕнчин вăрттăн алăкне уçать. Район культурине çак хĕрарăмсăр куç умне ÿкерме йывăр. Вăл пултаруллă, илемлĕ, ăслă, питĕ лайăх солистка, районти пĕтĕм культура мероприятийĕн активлă участникĕ.
Хăçан-тăр, 1987 çулта, Зинаида Петровна Аургазăри РТП клубне ерт­се пынă, вăл унта „Аургазă” театр коллективĕ, „Пилеш” юрă ансамблĕ, „Хастарлăх” фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. „Ах, епле хĕрарăм!”, „Айтăр-ха, каччăсем!”, „Супер асанне” конкурс­сем тата ытти нумай мероприяти ан­шлагпа иртнĕ, вĕсене вара профессилле артистсем мар, РТП ахаль ĕçченĕсем хутшăннă. Унчченхи участниксем те, куракансем те çавăн çинчен халĕ те хăпартланса аса илеççĕ.
Çирĕм çултан ăна районти Куль­тура керменне йăла-йĕрке залĕн заведующийĕ пулса ĕçлеме чĕннĕ. Анчах вăл тăнăçлă пурăнма пĕлмест: вăл аслă ÿсĕмри çынсем валли „Ылтăн ÿсĕм” клуб йĕркеленĕ. Çулланнă çынсем клубра общество пурнăçне активлă хутшăнма, усăллă пулма май илнĕ. Клуб членĕсем килте хĕл валли сывлăхшăн усăллă пахчаçимĕç хатĕрлемелли хăйсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. „Туссем хушшинче”, „Ретро-вечер” тĕлпулу каçĕсем уйрăмах килĕшнĕ, унта чуна кайса тивекен юрăсем юрлаççĕ, пурнăçри интереслĕ историсем каласа параççĕ. Çакăн пек тĕлпулусене чăтайми кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен иртни çинчен, çамрăклăх çинчен, пурăнса ирттернĕ çулсем çинчен асаилÿсемпе ырă сунăмлă лару-тăру чирсем тата хуйхă çинчен манма пулăшать. Пенсионер­сем çакăншĕн хăйсен руководительне çав тери тав тăваççĕ. „Хĕрарăм телейĕн территорийĕ” клубра этемлĕхĕн черчен пайĕн представителĕсем пухăнаççĕ. Хĕрарăмсем сывлăха, илеме тата çамрăклăха упраса хăвармалли ыйту­сене кăмăллă лару-тăрура сÿтсе яваççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
Юратнă ĕçĕсĕр пуçне Зинаида Пе­тровна обществăлла ĕçе активлă хутшăнать. 2008 çулта ăна клуб ĕçченĕсен профком председательне суйланă, 2015 çулта вара вăл куль­тура ĕçченĕсен Россия профсоюзĕн Пушкăртстанри Аургазă районĕнчи организацийĕн председателĕ пулса тăнă. Вăл çак ĕçе халĕ те малалла туса пырать. Унăн тÿрĕ кăмăллă ĕçне тĕрлĕ наградăпа палăртнă, вĕсенчен пĕрне нумаях та пулмасть ПР Пуçлăхĕн аллин­чен илнĕ.
Июнĕн 27-мĕшĕнче Радий Хабиров республикăри культура тата искус­ство деятелĕсене ПР Хисеп грамотипе наградăланă, унта пирĕн виçĕ ентеше те палăртнă. Вĕсен шутĕнче Культура керменĕн йăла-йĕрке енĕпе ĕçлекен тĕп методисчĕ Зинаида Дегтярева та.
- Эсир, чăннипе те, пирĕн республикăн сăнĕ, унăн чун-чĕри, пирĕн ылтăн фонд тата пирĕн мăнаçлăх, - Ра­дий Хабиров наградăланисен ячĕпе каланă çак сăмахсем пирĕн тĕп сăнара та пырса тивеççĕ.
Читайте нас: