Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
28 Ноябрӗн 2019, 17:47

Механизатор ĕçне кăмăллать

Нагадакри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Денис Осипов республикăри шкул ачисен ялхуçалăх олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Пушкăрт государство аграри университетĕнче ялхуçалăх олимпиади иртнĕ. Пирĕн районтан унта Денис Осипов лайăх пĕлÿ кăтартнă.


Денисăн наставникĕ – унăн амăшĕ, биологи учителĕ Лариса Осипова. Олимпиадăн пĕрремĕш кунĕнче вăл теори пайĕн 20 заданине шутланă. Тепĕр кунхине ялхуçалăх техникипе çÿремелли хăнăхусене симулятор çинче тата сварка аппарачĕпе ĕçлеме пĕлнине кăтартса панă. Юлашкинчен тăххăрмĕш класс ачи „Механизаци” блокра пĕрремĕш вырăн йышăннă тата Пушкăрт государство аграри университетне вĕренме кĕме 10 хушма балл илнĕ.


- Заданисем йывăрччĕ, анчах эпĕ вĕсене шутлама пултартăм. Мана механизатор профессийĕ питĕ килĕшет, эпĕ ачаранпа автомобильсемпе тата машиностроенипе кăсăкланатăп. Часах кунта, БГАУра, механика факультетĕнче вĕренме пуçлăп, - тет Денис Осипов.


Д. АНДРЕЕВ.
Читайте нас: