Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
7 Ноябрӗн 2019, 18:00

Пирĕн футболистсем Мускавран таврăннă

"Ача-пăча спорчĕ" федераллă проект йĕркипе Мускавра ачасен картиш футболĕн (6х6) Пĕтĕм Российăри фестивалĕн финал тапхăрĕ вĕçленнĕ. Пушкăртстан чысне пирĕн районти 2005-2008 çулсенче çуралнă яшсен Флюр Бакиев тренер ертсе пыракан команди хÿтĕленĕ.

Ф.Ф. Черенков ячĕллĕ „Спартак” академийĕн уйĕнче аургазăсем ултă вăйă вылянă, çавăн чухне Çурçĕр Осетин командине çĕнтернĕ, Алтай крайĕн командипе вылянă чухне никам та çĕнтереймен (ничья). Çĕршывăн 63 регионĕнчен пухăннă 82 команда, 800 ача тата тренерсем хушшинче Пĕтĕм Россия шайĕнчи дебютшăн пирĕн ентешсем питĕ лайăх результат кăтартнă!

Ăмăртусенчен пушă вăхăтра ачасем спорт çăлтăрĕсемпе тĕл пулнă, Российăри Футбол Премьер-Лигин матчĕсенче пулса курнă тата Мускавăн уйрăмах паллă вырăнĕсемпе паллашнă.

Флюр Бакиевăн команди „Единая Россия” партин вырăнти уйрăмне, ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсене – Амир Ишемгулова тата Рустам Ишмухаметова, район Советне тата администрацине, вĕрентÿ пайне, „Единая Россия” партин регионти ĕç тăвакан комитетне тав тăвать.
Читайте нас: