Аургазă хыпарçи
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
29 Октябрӗн 2019, 12:45

Силпи асамачĕ

2019 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Белебей хулинче çамрăксемпе ачасен регионсем хушшинчи «Силпи асамачĕ» VIII фестиваль-конкурс иртнĕ.

Пĕтĕм республикăран пухăннă пултаруллă ачасем чăвашла номерсем хатĕрленĕ: сăвă вуланă, юрă юрланă, ташланă.
Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче Меселпуç ялĕнчи ачасем те пур. „Художествăлла сăмах” номинацинче çиччĕмĕш класра вĕренекен Ефимова Анастасия пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ефимовсен çемйин триовĕ - Анастасия, Арина, Алексей – фестиваль çĕнтерÿçисем пулса тăнă.

Руководителĕ - Ефимова Олеся Вениаминовна.
Читайте нас: