Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
14 Октябрӗн 2019, 11:58

Чӑваш хӗрарӑмӗ ӗҫре те маттур, уявра та сатур

Чӑваш наци конгресӗн "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитечӗн пуҫарӑвӗпе октябрĕн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче регионсен шайӗнчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс-фестивалӗ иртнӗ.

Конкурса Чӑваш Ен тата Россия регионӗсенчи ялсенче пурӑнакан пурӗ 16 чӑваш хӗрарӑмӗ хутшӑнчĕ.

Пенза, Пушкӑрт, Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи тата Ленинград облаҫӗнчи чи хастар чӑваш хӗрарӑмӗсем чăваш республикинчи районсенчен килнисемпе пӗр тан, тен, хӑшпӗр енӗпе пултаруллӑрах та пулчĕ.


Пурӗ пилӗк тӗрлӗ номинацири тупӑшура маттурккасем тӗлӗнмелле пултарулӑх кӑтартрӗҫ.

Ҫемьере чи юратнӑ чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе, илемлӗн вырнаҫтарса ун ҫинчен каласа парас тупӑшӑва чи малтан йӗркелерӗҫ. Куҫ алчӑраса каймалла тулли те пуян, техӗмлӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ тӳресен кӑна мар, курма килнисен кӑмӑлне те кайрӗ.

Унтан хӗрарӑмсем видеокурав урлӑ хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.


Чи илӗртӳллӗ те пархатарлӑ ӑмӑрту - чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартса парасси пулчӗ. Кунта ӗне ырри ҫиесси, ача "ҫӑвасси", туй-ҫуй тата ыттине те хӗрарӑмсем кӑсӑклӑ кӑтартса каласа пачӗҫ. Вӗсене ҫывӑх ҫыннисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗсем пулӑшрӗҫ.

Ӑмӑртӑва пултарулӑх конкурсӗ вӗҫлерӗ. Юрӑ-ташӑ, вӑйӑ-кулӑ, сӑвӑ калассипе пӗринчен тепри ӑста пулчӗҫ Российăн тӗрлӗ регионӗсенчи тата республикӑри ялсенчен килнӗ хӗрарӑмсем.


Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Канашӗн ертӳҫи Алевтина Федорова, культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Кирилл Павлов, ЧНК ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Павел Вязов, оперӑпа балет театрӗн директорӗ Валерий Клементьев саламласа хавхалантарни конкурса хутшӑнакансене тата та вӑй хушрӗ.


Пӗтӗм номинацисенче пултаруллӑ ӑмӑртса "Чи лайӑх чӑваш хӗрарӑмӗ-2019" сумлӑ ята тата пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Татьяна Серебрякова ҫӗнсе илчӗ, ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов "Чӑваш Ен ахахӗ" санаторине икӗ путевка валли сертификат пачӗ. "Куракансем кӑмӑлланӑ хӗрарӑм" тата иккӗмӗш вырӑна Ленинград облаҫӗнчи Алевтина Челнакова тивӗҫрӗ, ӑна Павел Вязов хуҫалӑхра усӑ курма чаплӑ парне пачӗ.


"Чи ӑслӑ хӗрарӑм" ята конкурса хутшӑннӑ чи аслӑ хӗрарӑм Надежда Никонорова ҫӗнсе илчӗ.

"Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраканӗ" ята Тӑвай районĕнчен килнӗ Эльвира Кириллова, "Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм" ята Йӗпреҫри Ева Петрова, "Чи хитре хӗрарӑм"ята Пушкӑртстанри Ирина Игнатьева тивӗҫрӗҫ.


Конкурсри ҫичӗ номинаци хушшинче "Ҫемье вучахне упраканӗ" ят та пулчӗ, ӑна Муркаш районӗнчи Кудряшова Людмила ҫӗнсе илчӗ. Чи хаваслӑ хӗрарӑм тесе Шӑмӑршӑ районӗнчен килнӗ Татьяна Долговӑна йышӑнчӗҫ, вӑл "Чи хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмлӑ хӗрарӑм" пулса тӑчӗ.


Жюри пайташӗсен балӗсене шутласан, Пенза тӑрӑхӗнчен килнӗ Татьяна Чолак "Чи пултаруллӑ хӗрарӑм" ят илчӗ.


Номинацисен ҫӗнтерӳҫисене те спонсорсемпе уйрӑм ыр кӑмӑллӑ ЧНК тусӗсем чаплӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

Калас пулать, ӑмӑртӑва килнӗ пӗр хӗрарӑм та парнесӗр каймарӗ.


Килес ҫул ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ, кирлӗ конкурса тата та ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн ӑна йӗркеленӗ Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем.

Читайте нас: