Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
8 Июлӗн 2019, 14:56

Пирĕннисене пĕл!

Аургазă районĕнчи Шланлă ялĕнчен Евгений Федоров лашасен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Уфари „Акбузат” ипподромра „Терра Башкирия” турнирăн çиччĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ.
Пушкăрт ăратлă лашасене чысланă уява Пушкăртстан Республикин 100 çулне халалласа ирттернĕ. Районсем пурте хутшăнма пултарччăр тесе, вăл темиçе тапхăрпа иртет. Турнирăн финалĕ Республика кунĕнче – октябрĕн 11-мĕшĕнче иртĕ.
Хальхинче турнир Аургазă, Мечетлĕ, Шаран, Благовар, Бижбуляк районĕсенчен юланутçăсемпе вĕсен лашисене пухнă.
Участниксенчен чи кĕçĕнни 15 çулта, чи асли 56 çулта пулнă. Бижбуляк районĕнчен Рамиль Гатиятуллин çĕнтернĕ. Пирĕн районтан Евгений Федоров иккĕмĕш пулнă. Саламлатпăр!
Читайте нас: