Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
27 Июнӗн 2019, 12:09

Билетсем туянма васкăр!

Пушкăртстанăн тĕп хулинче Рушана Валиеван концерчĕ пулать.

Рушана хăйĕн пултарулăхĕпе Аургазă районне тата Пушкăртстан республикине пĕтĕм Российăра паллă туса хучĕ.


Унăн юррисене уйрăмах çамрăксем килĕштереççĕ, музыка критикĕсем те лайăх хак параççĕ.


Пултарулăх çулĕ çинчи çитĕнÿсемшĕн ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенĕсем те, тус-юлташĕсем те чунтан савăнаççĕ.


Акă унăн фаначĕсемшĕн савăнăçлă хыпар - сентябрĕн 29-мĕшĕнче Уфа хулинчи „Башкортостан” государство концерт залĕнче унăн концерчĕ пулать.


Концерта унпа пĕрле Сергей Мушта, Евгений Неваленный тата Артур Валиев хутшăнаççĕ.


Билетсем çакăнта туянмалла: https://iframeab-pre2072.intickets.ru/node/11127439
Читайте нас: