Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
23 Майӑн 2019, 16:21

Юратушăн награда

Толбазă ялĕнчи 2 №лĕ шкул вĕренекенĕ Анна Иванова творчествăллă открытисен тата пуçарусен пĕтĕм Российăри „Леонардо” фестивалĕн дипломне илнĕ.

Кăçал хĕлле психологипе „Çула çитмен хальхи ачасем юрату çине мĕнле пăхни” темăпа тĕпчев ĕçĕ çырса, вуннăмĕш класра вĕренекен хĕрача суйлав тапхăрне иртнĕ.
Тĕпчев вăхăтĕнче хĕрача çамрăк толбазăсем „юратăва” мĕнле ăнланнине палăртма хăйĕн шкулĕнчи вĕренекенсене тестпа тĕрĕсленĕ. Ĕçе конкурсăн куçăн тапхăрне хутшăнма суйласа илнĕ, вăл Мускавра иртнĕ.
Аургазă хĕрачи проекта тивĕçлипе тăратнă, куçăн тапхăрти 225 участник хушшинче чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Анна тĕпчев презентацине кăтартнă, конкурсăн жюри членĕсен – Российăри тĕп аслă шкулсен преподавателĕсен – ыйтăвĕсем çине питĕ лайăх хуравланă.
Мускаври государство педагогика университетĕнче, фестиваль çавăнта иртнĕ, пирĕн ентеше „Стандартлă мар йышăну” номинацинче асăнмалăх призсем тата диплом панă.
Э. АНВАРОВА.
Читайте нас: