„Çăлтăрлă Олимп” кунта кашни çул ирттереççĕ. Унта лартнă тĕллевсене пурнăçлакансене, нумай тата çине тăрса ĕçлекенсене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Вĕсем хушшинче шкул ачисен Пĕтĕм Российăри олимпиадисен муниципаллĕ тата регион тапхăрĕсен çĕнтерÿçисем, призерĕсем тата вĕсен ăслă наставникĕсем – учительсемпе ашшĕ-амăшĕсем. Вĕренекенсене кăна мар, классене те грамотăсем пачĕç.
Çапла, „Олимпиада юхăмĕ” номинацинче Гузель Ханафина тата унăн 7 „а” класĕ çĕнтерчĕç, „Çамрăк тĕпчевçĕ” – Лиана Тимербулатова (9 „б” кл) тата 8 „а” класс, „Творчествăлла пуçламăш” – Камила Шагимуратова (8 „а” кл) тата 5 „а”, „Чăрмавсем урлă çăлтăрсем патне” – Камила Шагимуратова тата унăн 8 „а” класĕ, „Спортпа туслă класс”- 9 „а”, „Çулталăк спортсменĕ” – Даниил Сидоров (9 „а” кл), „Чи лайăх класс” – 10 „а”, „Чи лайăх класс руководителĕ” - 9 „а” класс руководителĕ Виктория Сидорова. Уявра „2019 çулхи чи лайăх вĕренекене” пĕлтерчĕç. Вăл пиллĕкмĕш класра вĕренекен Ислам Магомедалиев. Ислам вĕренÿре тунă çитĕнÿсемшĕн укçан преми илчĕ. Унăн ятне шкулăн „Ылтăн кĕнекине” кĕртнĕ.
„Чи лайăх учитель” номинацинче технологи преподавателĕ Марина Иванова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Наставник педагогсене çÿллĕ шайри профессионализмшăн тата тĕплĕн тунă ĕçшĕн Тав çырăвĕсем пачĕç. Наградăланин церемонийĕ вăхăтĕнче хăшпĕр вĕренекенсем хăйсемпе пĕрле вĕренекенсемшĕн хумханчĕç, теприсем хăйсен хушамачĕсене пĕлтерессине хумханса кĕтрĕç. Шкулăн çамрăк артисчĕсем Аяз Юнусов, Алина Мухаметзянова, Алина Ахметова тата Юлия Сидорова творчествăлла номерсем кăтартрĕç.
Шкул директорĕ Гульнара Язданова шкулта илнĕ пĕлÿ çитĕнсе çитсен те çул кăтартакан çăлтăр пулнине палăртрĕ. Пирĕн шкул ачисем – ялăн, республикăн, çĕршывăн пуласлăхĕ. Вăл олимпиецсене тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмасса сунчĕ. Малалла çеç каймалла. Уяв вĕçленчĕ. Кайран вара мĕн? Унтан каллех, анчах та хальхинче ытларах тăрăшса тата пултаруллăрах пулса, „Çăлтăрлă Олимп–2020” çĕнĕ çăлтăрĕсем çуталĕç, вĕсем хăйсен таланчĕпе ыттисем валли çула çутатса пырĕç!