Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
23 Майӑн 2019, 16:39

Лицейăн чысĕ тата мăнаçланăвĕ

Толбазă лицейĕн талантлă вĕренекенĕсене вунă çул ытла „Çĕнтерÿçĕсен парадĕнче” чыслаççĕ.

Кашни номинацинче лауреатсене тата çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Район администрацийĕн, вĕрентÿ, культура пайĕсен, „Единая Россия” партин, ветерансен совечĕн, „РЕСО” страхлав компанийĕн представителĕсем çĕнтерÿçĕсене саламларĕç, Хисеп грамотисем тата спонсор парнисем пачĕç. Мероприятин яланхи спонсорĕ отставкăри федераллă судья Рамиля Хасанова пулса тăрать.


Шкул ачисен Пĕтĕм Российăри олимпиадин муниципаллĕ тапхăрĕн 24 çĕнтерÿçи тата призерĕ хушшинче „Лицей шанăçĕ” номинацинче чи лайăххи çиччĕмĕш класра вĕренекен Артем Иванов пулнă.


Олимпиадăн регион тапхăрĕн вунă призерне „РЕСО” страхлав компанийĕ укçан парнепе наградăланă. Вуннăмĕш класра вĕренекен Гульшат Мусина вĕсенчен пуринчен те пысăкрах çитĕнÿ тунă, „Олимп тăрри патне” номинацинче выляса илнĕ.


Ю.Гагарин ячĕллĕ кубокшăн олимпиада пуян тухăç пухса илнĕ. 35 вĕренекенрен „Малалла, çăлтăрсем патне!” номинацинче Регина Аблеева (7 «б» кл.) чи лайăх „гагаринец” пулса тăнă. Унăн физика вĕрентекен наставникне – Евдокия Орлована - çĕнтерÿçе питĕ лайăх хатĕрленĕшĕн „Çитĕнÿ патне çул çинче” номинацинче наградăланă.


Аслă Отечественнăй вăрçă историне лайăх пĕлекенсене „Салют, çĕнтерÿ!” номинаци пĕрлештернĕ. Унта Рустам Абдеев (11 «б») çĕнтернĕ, „Çулталăк хавхаланăвĕ” номинацинче - Аделия Салиева.


Рустам Юлдашев (10 «б») „Çулталăк спортсменĕ” пулса тăнă. Вăл - пĕчĕк баскетбол лигин çĕнтерÿçи тата чи лайăх тапăнакан.


Александр Терентьев (8 «в») „Çулталăк активисчĕ” пулса тăнă. Вăл шкулти мероприятисене пурне те пĕр улшăнмасăр ертсе пырать.


”Çулталăк лицеисчĕ–2019” ят илме Динислам Ахмаева (11 «б» кл.) пÿрнĕ, „Çулталăк учителĕ–2019” – акăлчан чĕлхин преподавательне Гульнар Симашевана, „Çулталăк наставникĕ” – ОБЖ йĕркелÿçĕ-педагогне Рим Биктимерова, „Çулталăк кураторĕ” – физика тата информатика учительне Айдар Фасикова.


Наградăсем хăйсен хуçисене тупнă. „Çĕнтерÿçĕсен парачĕ–2019” пултаруллă 106 ачана тата чи тăрăшуллă 24 учителе тупса палăртнă.
Читайте нас: