Пĕтĕм республикипе 360 шкул ачи „Йăх тымарĕ”, „Вăрçă историйĕ”, „Ентешсем”, „Тăван ен летопиçĕ”, „Тăван ен культури тата фольклорĕ”, „Этнографи”, „Аслă Отечественнăй вăрçă”, „Çутçанталăк еткерĕ” номинацисем тăрăх тĕпчев ĕçĕ тăратнă.
Хĕрача Пушкăрт государство университетĕнче „Пирĕн ял XX ĕмĕр пуçламăшĕнче: çулсем тата шăпасем. ПР 100 çул пулнă тĕле” темăпа доклад тунă, тăван ял историйĕ çинчен каласа панă. Конкурс жюрийĕ ăна виççĕмĕш вырăн панă. Елена парнене диплом тата статуэтка-приз илнĕ.