Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
9 Апрелӗн 2019, 11:39

Мускавран – савăнăçпа

Аургазăри çамрăк ташăçăсем хореографи искусствин пĕтĕм тĕнчери конкурсĕн наградисене илсе килнĕ.

Апрель пуçламăшĕнче „Радость” кăтартуллă хореографи коллективĕн воспитанникĕсем Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери „Grand festival” искусство конкурсне хутшăннă. Тĕп хулан сцени çинче Альбина Залилован воспитанникĕсем пушкăрт, вырăс тата тутар ташшисем ташланă. Çамрăк ташăçăсен репертуарĕ жюрин кăмăлне кайнă. Российăри тата кÿршĕллĕ çĕршывсенчен килнĕ 90 коллектив хушшинче аургазăсем виçĕ диплом илсе, III степень лауреачĕсем пулса тăнă.
Читайте нас: