Толбазă педагогĕсем „Ял учителĕн художество ăсталăхĕ” Пĕтĕм Россия конкурсĕн жюрине тыткăна илнĕ. Вĕсем тÿрех икĕ - иккĕмĕш тата виççĕмĕш степень - диплом илсе килнĕ. Конкурс Уфара М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт государство педагогика университетĕнче иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ялти учитель ĕçĕн сумлăхне ÿстересси, обществăра культура хаклăхĕсене, çав шутра хăйĕн халăхĕн культурине те, саракан тата вĕсемпе паллаштаракан пек унăн лайăх имиджне йĕркелесси пулнă.
Толбазăри 2 №лĕ шкул учителĕсем конкурса яваплă хатĕрленнĕ. Вĕсем хăйне евĕрлĕ костюмсемпе, пĕр стильпе юрланă, пысăк ăсталăх тата илемлĕх туйăмне кăтартнă. „Хорпа юрласси” номинацинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак çĕнтерÿ çăмăл пулман – ачасем каникулта пулнă вăхăтра коллектив пĕр эрне тăршшĕне репетици тунă, тăрăшса хатĕрленнĕ. „Молитва” юрă (руководителĕ – музыка учителĕ Наталья Кириллова) куракансене тата жюрине чăннипе хумхантарнă. Юлашкинчен вара – тивĕçлĕ награда.
Толбазă лицейĕн музыка учителĕ Альфия Акчурина çакăн пек конкурса пĕрремĕш хут мар хутшăнать. Хальхинче вăл Пушкăртстан районĕсенчен тата Россия регионĕсенчен килнĕ 300 учитель хушшинче финала тухма пултарнă, иккĕмĕш степень дипломпа наградăланнă. Художество номерĕ пек Альфия Фанировна „Сагыну” тутар халăх юррине пĕччен юрлассине суйласа илнĕ. Çак номинацинче 43 конкурсант пулнă, çавăнпа вăл тăрăшса хатĕрленнĕ. Хăйĕн юррине ыттисенчен илемлĕрех, тĕлĕнтермелле, профессилле, питĕ лайăх юрласа панă. Вăл куракансене яланах хавхалантарса ярать, хăйĕн юрлав пултарулăхĕпе тыткăнлать. Ĕçтешĕсем унăн çĕнтерĕвĕнче иккĕленмен.