Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
26 Мартӑн 2019, 18:18

Чаплă çынсем – пирĕн хушăра

Наумкинти ялти библиотекăн вулаканĕ Дарья Федорова тата Чăваш Хурамал шкулĕнче вĕренекен Антон Петров республикăри „Манăн республика” фотоконкурс призерĕсем пулса тăнă.

Ăна Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотеки республикăн 100 çул юбилейĕ тĕлне ирттернĕ. Наумкинти ялти библиотекăн вулаканĕ Дарья Федорова тата Чăваш Хурамал шкулĕнче вĕренекен Антон Петров паллă çынсемпе тĕлпулусем вăхăтĕнчи фотоÿкерчĕксем тăратнă. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен хĕрачана „Республикăн чаплă çыннисем пирĕн хушăра” номинацинче 2 степень дипломпа наградăланă. Вăл тăратнă фотоÿкерчĕк паллă ентеш-писатель А.С. Савельев-САС 85 çул юбилейне пĕтĕм республикăри хăнасем хушшинче паллă тунине сăнласа парать. Оксана Матвеева библиотекарьпе вĕсем çак фотоÿкерчĕке суйласа илнĕ, мĕншĕн тесен пултаруллă поэт тата писатель вĕсемшĕн – чăн-чăн аксакал тата Пушкăртстан Республикин чаплă çынни. Фотоÿкĕрчĕк çинче Даша амăшĕ те, Елена Федорова, пур. Вăл ялти Культура çурчĕ çумĕнчи „Парне” вокал ансамблĕнче юрлать. Уявра Наумкин юрăçи юбиляр валли юрă юрланă.


„Храм пулĕ!” – Антон Петровăн ĕçĕ çакăн пек ятлă, вăл çак номинацинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Фотоÿкерчĕкре историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ саманта сăнарланă. Госдума депутачĕ тата Россия Федерацийĕн экс-премьер-министрĕ Виктор Черномырдин Чăваш Хурамалне Аслă Василий Святой архиерей чиркĕвне кĕлтуса тасатнă çĕре килнĕ, ял пулса кайнине 260 çул çитнĕ ятпа чăвашхурамалсене ăшшăн саламланă. Ял çыннисем Виктор Степановичăн арăмĕ Валентина Федоровна юрланă вырăс юррисене халĕ те астăваççĕ. Çавă 2000 çулта пулса иртнĕ. Çĕршывăн аслă руководителĕ килнин сăлтавĕ „Оренбурггазпром” генеральнăй директорĕ, Чăваш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Николаев пуçарăвĕпе Аслă Василий Святой архиерей чиркĕвне туса лартни пулнă. Василий Васильевич 90-мĕш çулсен вĕçĕнче строительствăн тĕп спонсорĕ пулса тăнă. Вăл çавăн чухне ентешĕсене çапла шантарнă: „Чиркÿ пулĕ!” Çиччĕмĕш класра вĕренекен Антон Петров Людмила Никитина библиотекарьпе пĕрле хăйсен тăван ялне фотоконкурсра çапла чапа кăларнă.
Читайте нас: