Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
19 Мартӑн 2019, 16:45

Патриотизмшăн!

„Регион лидерĕсем” наци телевидени премийĕн çĕнтерÿçине Мидхат Хасанова Уфара тивĕçлĕ награда панă

Кашни çул ирттерекен ыркăмăллăх балĕнче, унта çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ, пирĕн общественника „Патриотизм” номинацинче дипломпа наградăланă.


Савăнăçлă церемонинче Кшенлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ çын республикăн 100 çулĕ ячĕпе Çĕпĕртен 1100 кедр хунавĕ илсе килни çинчен каласа панă. Çамрăксем тата ветерансем пулăшнипе çак йывăçсене Пушкăртстанри нумай районта лартнă. Çаплах волонтерсен вăйĕпе 11 шыв-шура çĕнетнĕ.


М. Хасанов тăван районта обществăлла ĕç активлă илсе пырать. Хаçат страницисенче эпир пулăсене тăвăнса вилессинчен хăтарас, кÿлĕсемпе пĕвесене пулă ярас, çамрăк хыр хунавĕсем лартас енĕпе унăн ĕçĕ çинчен пĕрре мар çыртăмăр. Район çыннисем эколога хисеплеççĕ. Телевидени премийĕн интернет-сасăлавĕнче аургазăсем уншăн 13 пин сасă панă.


- Эпир нимĕнле награда тата преми илме тăрăшмастпăр. Мана шăнкăравласа бала чĕнни маншăн кĕтменлĕх пулса тăчĕ, - паллаштарнă савăнăçĕпе Мидхат Равилович наградăна илнĕ май.


Кшенлĕ çынни кунта та хăйĕн принципĕсене улăштарман. Бал участникĕсене вăл кедр мăйăрĕпе тата вĕсенчен йывăç мĕнле ÿстермелли çинчен инструкципе конвертсем парнеленĕ.
Читайте нас: