Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
15 Кӑрлач 2019, 11:53

„Чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх урокĕ” конкурс лауреачĕ

2018 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче лицей учителĕ А.В. Ванюшина педагогсен „Чăваш чĕлхипе литературăн чи лайăх урокĕ. Урок тата класс тулашĕнчи мероприяти хатĕрлесси” республика конкурсĕн IV тапхăрне хутшăннă.

2018 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче лицей учителĕ А.В. Ванюшина И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш государство педагогика университечĕ йĕркеленĕ педагогсен „Чăваш чĕлхипе литературăн чи лайăх урокĕ. Урок тата класс тулашĕнчи мероприяти хатĕрлесси” республика конкурсĕн IV тапхăрне хутшăннă. Алена Валерьевна лауреат пулса тăнă, диплом илнĕ.


Çак конкурс йĕркипе РФ писательсен та журналистсен союзĕн членĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М. Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Патăръел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ А.И. Мефодьев (Сантăр Аксар) 80 çул тултарнине халалланă „Чăваш чĕлхине, литературине тата культурине сыхласа хăварассин тата аталантарассин актуаллă ыйтăвĕсем” регионти наука-практика конференцийĕ иртнĕ.


А.В. Ванюшина „Александр Сергеевич Савельев-САС – пирĕн ентеш” темăпа уçă урок хатăрленĕ. „Нумай культурăллă условисенчи наци чĕлхисем тата литературисем”статьясен пуххи çак конференцин ĕç результачĕ пулса тăнă, унта лицей педагогĕн материалĕсем те кĕнĕ.


Лариса ВАСИЛЬЕВА.
Читайте нас: