Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
26 Декабрӗн 2018, 13:59

Çыру вырăнне ноутбук

Кебеç ялĕнчи шкул ачи пĕтĕм Российăри „Чи лайăх çыру урокĕ” конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Россия почти ачасен çырăвĕсен пĕтĕм Российăри XVI конкурсĕн итогĕсене тунă. Кăçал çĕршывăн çамрăк гражданĕсем конкурса 80 000 ĕç ярса панă. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче Пушкăртстан Республикинчен тăхăр ача пулнă. Телейлисенчен пĕри – Кебеç ялĕнчи пирĕн ентеш Анна Васильева.
Волонтер çулталăкĕнче „Эпĕ доброволец, эпĕ волонтер!” номинаци конкурсăн тĕп теми пулнă. Аня та хăйĕн ĕçне волонтерлăхăн темине халалланă. Федераллă жюри унăн ĕçне Российăра чи лайăххи тесе йышăннă, номинацинче ăна пĕрремеĕш вырăн панă.
Парнене шкул ачине диплом тата ноутбук панă.
С. БЕЛЯЕВ.
Сăмах май

Республикăри тапхăрăн çĕнтерÿçисен шутĕнче Шланлă ялĕнчи Елена Федорова („Телейлĕ пурнăç рецепчĕсем” номинацире унăн сочиненийĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă), Бишкаин ялĕнчи Татьяна Павлова („Ĕлĕк-авалхинчен. Манăн çемьен историйĕсем тата легендисем” номинацинче виççĕмĕш вырăн), тата Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи Надежда Алексеева („Çавăн пек професси пур – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси” номинацинче виççĕмĕш вырăн) пулнă. Çĕнтерÿçĕсене пурне те савăнăçлă лару-тăрура дипломсемпе хаклă парнесем панă.
Читайте нас: