Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
12 Декабрӗн 2018, 13:22

Ольăн черетлĕ çитĕнĕвĕ

Çĕнĕ Федоровка ялĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Ольга Никитина Чăваш республикинчи „Хыпар” Издательство çурчĕ ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Çутçанталăк – хавхалану çăлкуçĕ" темăпа сăвă вулакансен конкурсне йĕркелесе ирттернĕ. Унта 2-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнма пултарнă. Конкурс ноябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 9-мĕшĕччен пынă.


Конкурса хутшăнакансен палăртнă темăпа сăвă вуламалла, анкета ыйтăвĕсем çине хуравламалла, редакцине „Тантăш” хаçата, „Тетте” е „Самант” журналсене çырăннине ĕнентерекен квитанцисен копине ярса памалла пулнă.


Сăмах май, çакă Ольăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ кăна мар. Çамрăк хĕрача çаплах „Тантăш” хаçат сăвă çыракансен хушшинче ирттернĕ "Спортра сывлăх" конкурсра та виççĕмĕш вырăн йышăннă.


Çĕнтерÿçĕсене пурне те Пичет çуртĕнче "Ял çумĕнчи вăрмансене тирпейлĕхре тытар" темăпа ирттерекен çавра сĕтел вăхăтĕнче Хисеп хучĕсем тата хаклă парнесем парса чыслĕç.


Пултаруллă вĕренекене тата унăн учительне, Николай Глухова, малашне те ăнăçу тата пысăк çитĕнÿсем сунатпăр


Хушса çырни. Вырăс чĕлхипе чăваш литературине юратакан пике çаплах чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă „Ман халăх, ман тăван çĕршыв!” ача-пăча пултарулăхĕн конкурсĕнче 2-мăш вырăн, М.Акмулла ячěпе хисепленсе тăракан Пушкăрт государство педагогика университетěнче (Уфа хули) «Тукай кěввисем» («Тукай моннары») вулавçăсен VI конкурс – фестивалěнче «Тукай тěрлě чěлхепе» номинацинче II степеньлě дипломпа кубок илнě. Унсăр пуçне ПР Çемье çулталăкне халалланă Рашит Назаровăн сăввисене вулакансен зонăри конкурсĕнче çĕнтернĕ, республикăра иртнĕ „Республика, сана мухтатăп” сочиненисен конкурсăнче II вырăн йышăннă. Ольăн çитĕнĕвăсен списокĕ çакăнпа та вĕçленмест-ха!


Елена Яковлева.
Читайте нас: