Аургазă хыпарçи
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкеклĕ ĕç
10 Июлӗн 2020, 13:00

Пĕвере çулĕ çитмен ача путнă

Инкек Юламан ялĕнче пулса иртнĕ.

Июлĕн 7-мĕшĕнче пĕвере шыва кĕни 17 çулхи Толбазă ачишĕн вилĕмпе вĕçленнĕ. Куракансем кала­са панă тăрăх, вăл темиçе хут чăмнă, унтан вара çиеле ишсе тухман.
Килсе çитнĕ полицейскисем тÿрех шырама тытăннă. Вĕсем киличченех Султанмурат ялĕнчи Анас Вали­ев таксист яш çухалнă вырăнта шыва чăмнă пулнă. Инкек çинчен илтсен вăл тÿрех пулса иртнĕ вырăна васканă, каярахпа правăна сыхлакан органсене малал­ла пулăшнă. Виçĕ сехет тăршшĕне шыранă хыççăн ачан ÿтне тупнă. Пулса иртнин сăлтавĕсене Стерлитамакри следстви комитечĕ тĕпчет.
Читайте нас: