- Юлашки вăхăтра Пушкăртстанра сÿтсе явакан аварисен пĕр пек характерĕ палăрать: вĕсем, яланхи пек, талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче тата ялсем хушшинчи е ялта хăйĕнче çулăн çутатман участокĕнче пулса иртеççĕ. Тĕксĕм тумтир тăхăннă çын çулăн машинăсем çÿрекен пайĕпе пырать. Сайра мар – ÿсĕр. Водитель çакăн пек условисенче, уйрăмах ăмăр çанталăкра, çын çине пырса кĕрес мар тесе мерăсем йышăнма çуран çÿрекене кая юлса асăрхать, - çырнă ГИБДД сотрудникĕсем хăйсен инстаграмĕнче.
Республика çыннисем вăрах кĕттермен.
- Нумай пулмасть пĕр ялта пултăм... Унта каçпа урамра пĕр хунар та çунмасть, çуран каçăсене, çул тăваткалĕсене çутатмаççĕ. Тĕттĕм. Ку вĕт район центрĕ. Машинăпа пыратăн – никам та курăнмасть: никамăн та тумтирĕ çинче çутта тавăракан элементсем çук. Çынсен талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче харпăр хăйне тытнин культури çук, çулпа çÿремелли правилăсем çинчен те вĕсем шутламаççĕ. Светофор лартнă, çуран каçăсем тĕлĕнче паллăсем ÿкерсе хунă. Пĕр машина та çуран çÿрекенсем урам урлă каçмалли вырăна çывхарса пынă чухне тормоз памарĕ, çав вăхăтра каçма патĕнче çынсем тăратчĕç. Ялта епле çÿресен те юрать тесе шутлаççĕ пуль. Поворотниксем çинчен каламастăп та, - комментариленĕ çырса кăларнă репостсенчен пĕрне республика çынни.
Çĕрлехи вăхăтра çын çине пырса кĕнин статистики чăннипе те канăçсăрлантарать. Пушкăртстанра тăхăр уйăхра талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче çуран çÿрекенсем хутшăннипе çул çинчи транспортпа 283 инкеклĕ ĕç пулса иртнĕ, 55 çын вилнĕ, 236 çын суранланнă. Пирĕн районта кăна икĕ уйăх хушшинче çакăн евĕрлĕ виçĕ авари пулса иртнĕ. Юлашки октябрĕн 11-мĕшĕнче пулнă. 55 çулти Аургазă çынни Уфа - Оренбург автоçула начар çутатнă вырăнта, çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли вырăнтан темиçе метрта, каçнă. Вăл çăмăл автомобиль кустăрмисем айне лекнĕ, вырăнтах вилнĕ.
„Аургазă хыпарçи” хаçат редакцийĕ хăйĕн вулаканĕсене каçхи вăхăтра çутта тавăракан элементсемлĕ çутă тĕслĕ тумтирпе çеç тухма çине тăрса сĕнет. Тен, çакă сире инкеклĕ ĕçрен хăтарĕ. Çаплах ачăрсене çулпа çÿремелли правилăсем çинчен аса ил¬терме ан манăр.