- Халĕ занятисем çук. Анчах та шкулта пуçламăш классем валли çуллахи лагерь ĕçлет. Телее, инкек тÿснисем çук. Çил çурт тăррине илсе кайнă, обрешеткăн пĕр пайне сиенленĕ. Сиен кÿнĕ лаптăк 120 тăваткал метр чухлĕ пулнă, - пĕлтернĕ район администрацийĕн ГО тата ЧС сектор заведующийĕ Руслан Загидуллин.