Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкеклĕ ĕç
30 Апрелӗн 2019, 11:40

Аургазăра çутçанталăк алхасса кайрĕ

Пирĕн района тăвăллă çил тата аслати килсе тухрĕç.

Малтанхи даннăйсем тăрăх, иртнĕ вырсарникун стихия уйрăм 12 çурт (çав шутран çиччĕшĕ Толбазăра), Треппел ялĕнчи шкул тата Культура çурчĕн, Юламан ялĕнчи шкулăн спорт залĕн тăррисене сиенленĕ. Çилрен виçĕ тырă йĕтемĕ, виçĕ тырă склачĕ, водоканалăн насус станцийĕ, икĕ котельнăй инкек курнă.

- Çынсенчен никам та аманман. Тĕп сиен çуртсене тивнĕ. Сиенленнĕ çурт-йĕр тăррисен пĕтĕм лаптăкĕ 1960 тăваткал метр. Инкеклĕ ĕçсем çинчен пĕлтернĕ хыççăн администрацинче тÿрех комисси ларăвĕ иртрĕ, пурлăх сиенне хаклама тата сиене пĕтерме ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Ял тăрăхĕсем тăрăх даннăйсем пухас тата тĕрĕслес ĕç пырать, - каласа пачĕ ГО тата ЧС секторĕн тĕп специалисчĕ Рамиль Кидрасов.

Соцсетьсемпе усăланакан аургазăсем çил сÿсе кайнă теплицăсем, хуçăлнă йывăçсем, сиенленнĕ автомобильсем, çул çинчи паллăсем тата обществăлла транспорт чарăнăвĕсем çинчен пĕлтернĕ.

Района çил алхасса кăна мар сиен кÿнĕ. Аçа çапнине пула Ишлĕ ялĕнче уйрăм çурт çуннă. Унта пурăнакан çынсем сывă юлнă, анчах вут-çулăм йывăç çурта пĕтĕмпе тĕп тунă. Пÿрчĕ çуннă çынсем валли вырăнти халăх укçа-тенкĕ пухма пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов пур енлĕ пулăшу пама хушнă.

ПР правительствинчи оперативлă канашлура Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров тăвăллă çилрен шар курнисене юсав ĕçĕсем ирттерме пулăшу пама хушни паллă пулса тăчĕ.
Читайте нас: