Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкеклĕ ĕç
16 Апрелӗн 2019, 12:10

Пилĕк минута пăрăннă

Кебеç ялĕнче пĕр хĕрарăмăн мунчи çунса кайнă, вăл пахчара çÿп-çап çунтарасшăн пулнă.

Хĕрарăм хĕл хыççăн хăйĕн участокне йĕркене кĕртме шут тытнă. Çиллĕ çанталăк пулнине пăхмасăр, çуп-çапа çунтарма пуçланă.
- Вăл „пилĕк минута” пăрăннă. Вут- çулăм çак вăхăтра юнашар тăракан мунча çине сиксе ÿкнĕ.
Килсе çитнĕ пожарнăйсем çулăма темиçе минутра сÿнтернĕ. Анчах мунча хытă çунма ĕлкĕрнĕ.
Пушарта инкек куракан çынсем пулман, - пĕлтернĕ республикăри МЧС пресс-службинче.
Айăплă хĕрарăма административлă яваплăх тыттарма явăçтарнă, 2000 тенкĕ штраф хунă.
Читайте нас: