Пур хыпар та
Инкеклĕ ĕç
17 Декабрӗн 2018, 13:32

Тĕтре авари сăлтавĕ пулнă

Аургазă районĕнчи Толбазă ялĕнче сакăр çулхи арçын ача çине автомобиль пырса кĕнĕ.

Инкеклĕ ĕç Ленин урамĕнче, унчченхи ача çуртĕнчен инçе мар, пулса иртнĕ. ВАЗ машинăпа пыракан водитель çирĕплетмен вырăнтан çул урлă чупса каçакан шкул ачи çине кĕрсе кайнă.


- Авари декабрĕн 11-мĕшĕнче каçпа пулса иртнĕ. Урамра çăра тĕтре тăнă. Çуран çÿрекен çамрăк ача çутта тавăракан элементсемсĕр тĕксĕм тумтирпе пулнă. Çул çинчи транспорт инкекĕнче арçын ачан пуç шăммипе мимми шалтан суранланнă. Ăна районти тĕп больницăн хирурги уйрăмне сăнаса тăма вырнаçтарнă, - пĕлтернĕ ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе инспекторĕ Айдар Сафаргалиев.
Читайте нас: