Вуласа памалла. Кĕнеке тĕнче йĕркелет, кашни вулакан унăн пайĕ пулса тăрать. Çавăнпа ача миçере пулни пĕлтерĕшлĕ мар, ăна вуласа памалла, унпа пĕрле вуламалла, ахаль вуламалла çеç...
Вĕсене итлесе пĕтермелле. Хальхи ăссăрла тĕнчере „Пĕр секунд кĕтха, манăн вăхăт çук!” тесе калама питĕ çăмăл. Çакна каличчен малтан телефон, компьютер, социаллă сетьсем тата телевизор кÿренмесси çинчен шухăшласа илмелле. Ачасем вара кÿренĕç тата манса каймĕç.
Вĕсене ыталамалла. Эпир çамрăк е ватă пулни пĕлтерĕшлĕ мар, ыталани пире пурне те кирлĕ. Ыталани – вăл юрату символĕ кăна мар, вăл шаннин, хÿтлĕх, телей символĕ те.
Çемье йăла-йĕркисем йĕркелемелле. Тĕслĕхрен, эрнере пĕр хут кино каçĕ е вечерĕ ирттермелле, ун чухне пĕтĕм çемье попкорн çисе пĕрле фильм пăхма пултарать.
Пĕрле апатланмалла. Çемье членĕсен тĕрлĕ график пулнипе тата вĕсен кăмăлĕпе çеç сĕтел хушшине пĕрле пухăнма питĕ кăткăс пулса тăрать. Апата пĕрле ларса çименни çемьери хутшăнусене, шаннине тата кăмăл ăшшине япăх витĕм кÿрет. Çавăнпа пĕрле апатланассине, вăл ирхи апат-и, кăнтăрлахи-и е каçхи-и, суйласа илмелле, нимĕнле варианта пăхмасăр, ăна яланах пурте пĕрле ирттермелле.
Вĕсем тĕнчере чи юратнисем пулни çинчен каламалла.
Пĕрле вылямалла. Пĕтĕм çемьене киленĕç кÿрекеннине – сĕтел çинчи вăйăсем, походсем, пулă тытма каясси, шыв-шур патĕнче е улăх-вăрманта канасси, вылямалли спорт тĕсĕсем, велосипедпа ярăнасси, вуласси, фильм пăхасси, вăхăта хаваслă ирттерме тата ачасем вĕсене яланлăха асра тытмалли асаилÿсем хăваракан, пурне те пĕрлештерекен кирек хăш ĕç – тупмалла çеç.