Аургазă хыпарçи
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
20 Нарӑсӑн 2021, 14:00

Пурте пĕрле пулсан - чун лăпланать

Васильевсен телейлӗ ҫемйи Таштамак ялĕнче пурӑнать.

Наталья тата Александр Васильевсен виçĕ ача. Александра, ун хыççăнах çуралнă Маргарита тата пурте юратакан кĕçĕн хĕрĕ Ирина. Çемье пуçĕ хăйĕн хĕрачисене çав тери юратать. Вăл - „Урожай СП” ООО механикĕ. Ирпе хĕвелтен иртерех тăрать, хĕрÿ вăхăтра канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Наталья ачисемпе упăшкине килте кĕтет, хуçалăхри ĕçсем - ун çинче. Васильевсен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, какай валли вăкăр пăрусем çитĕнтереççĕ. Çавăнсăр пуçне сыснасем, икĕ ĕне, чăхсем усраççĕ. Ĕçлеме вĕсен вăй та, кăмăл та пур, ялта урăхла май çук вĕт. Ун вырăнне сĕтел çинче яланах хăйсем туса илнĕ чăн апат-çимĕç, мăйракаллă шултра выльăх сутса тунă укçа та çемье бюджечĕшĕн лайăх пулăшу.
Вĕсем 10 çул каялла пĕрлешнĕ. Таштамак каччи кÿршĕллĕ Гафури районĕнчен арăм илсе килнĕ. Ял вĕçĕнчи çĕнĕ урамра аслă тата çутă пÿрт туса лартнă. Ăна „Çурт комплекчĕ” программа тăрăх укçапа çулталăк хушшинче хăпартнă, ача амăшĕн капиталне те хушнă. 2015 çулта çĕнĕ çурта пурăнмакуçнă, кĕçĕн хĕрĕ çакăнта çуралнă. Васильевсем иртнĕ çулта сертификат илнĕ,
çуртне газ кĕртнĕ. Хĕрачасен хăйсен пÿлĕмĕ пур, сакăр çулхи Маргарита йĕркешĕн явапли, кĕçĕннине пăхать, кухньăра пулăшать. Вуннăри Александра – хуçалăхра амăшĕн тĕп пулăшаканĕ, Натальяпа пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхать.
- Часах пирĕн уявсен тапхăрĕ пуçланать. Март уйăхĕнче хĕрарăмсен кунĕсĕр пуçне тата упăшкан çуралнă кунне уявлатпăр. Хĕрачасем ашшĕ валли парне хатĕрлеççĕ, вăл вара пире валли – чечексем. Килкартишĕнче шашлык пĕçеретпĕр, çăра шÿрпе хатĕрлетĕп. Унтан – хурăн милĕкĕпе мунча кĕме, - каласа парать нумай ача амăшĕ.

М. ВОЛИК.

Читайте нас: