Ывăл ача Мускавра çуралнă. Пушкăртстанăн 56 çулхи Пуçлăхĕшĕн ку тăваттăмĕш ача. Малтанхи мăшăрĕ ăна икĕ хĕр парнеленĕ, Каринэпе вара вĕсем тăватă çулти ывăлне Фарита çитĕнтереççĕ. Республика руководителĕн 38 çулти арăмĕн те малтанхи упăшкинчен ывăлĕ пур, вăл Хабировсемпе пĕрле пурăнать.