Аургазă хыпарçи
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
15 Декабрӗн 2020, 13:20

Бриллиант туй ячĕпе!

Меселпуç ялсоветĕнче пурăнакан Мефодий Леонтьевичпа Ираида Демьяновна Федоровсем çак кунсенче бриллиант туй паллă тунă.

Паллă дата ячĕпе мăшăра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.М.Александрова саламланă, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕнчен салам открытки тата парне панă.
Утмăл çул пĕрле пурăннă мăшăр ултă ача çитĕнтернĕ: пилĕк хĕр тата пĕр ывăл. Халĕ вĕсен вунвиçĕ мăнук, мăнукĕсен вуникĕ ачи пур. Мефодий Леонтьевич 83 çулта, Ираида Демьяновна 81 çулта.
Пурнăçĕнчи çулĕсен ытларах пайне мăшăр Госстрахра ĕçлесе ирттернĕ. Яланах яваплă, тÿрĕ кăмăллă пулнă.
Читайте нас: